Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕчĕк шкулăн пысăк çитĕнĕвĕ

Пĕчĕк шкулăн пысăк çитĕнĕвĕ

Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем «Çĕнĕ ăру» пĕрлешĕвĕн «Малашлăх телейлĕ, малашлăх хĕвеллĕ: ĕçлер, çитĕнер, вĕренер!» девизĕпе хавхаланса ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ.

Вĕренỹре малта, обществăлла ĕçре хастар пулма тăрăшаççĕ ачасем. «Çĕнĕ ăру» пĕрлешỹре 7 ушкăн. Вĕсем хушшинче ăмăрту йĕркеленĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче «Хĕлхем» тата «Çилçунат» ушкăнсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Кăçал та вĕсемех çитĕнỹсен уççине хăйсен аллинче тытаççĕ. «Çĕнĕ ăру» пĕрлешỹре ĕлкĕрсе пырайманнисем çук. София Ловкина (5 кл.), Софья Трофимова (4 кл.), Кристина Волкова (9 кл.) иккĕмĕш класранпах вĕренỹ отличникĕсем. Ударниксен шучĕ те чылай.

Вĕренекенсем шкул тулашĕнчи ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ. Çакăнта, паллах, вĕрентекенсен тỹпи питĕ пысăк. Пуян опыт пухнă педагогсем ачасен туртăмне, ăсталăхне кура вĕсене тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарма тăрăшаççĕ, май килнĕ таран пулăшу аллине тăсаççĕ. Шкул шайĕнчи çĕнтерỹçĕсем районти, республикăри ỹсĕмсемпе палăраççĕ.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пирĕн шкулăн вĕренекенĕсем район шайĕнчи олимпиадăра 5 призлă вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. 4 класра вĕренекен Софья Ловкина вара чăваш чĕлхипе республикăра çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ.

Вĕренекенсем пултарулăх ĕçĕсене те активлă хутшăнаççĕ. 9 класри Ирина Иванова районта «Чĕрĕ сăмах», «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» конкурссенче çĕнтерсе республикăра палăрчĕ. Ачасене тăван чĕлхе илемне туйма, хаклама вĕрентессинче З.Михеева учительница хăйĕн пултарулăхĕпе ăсталăхне шеллемест.

Спортпа та туслă Хăвăлçырмасем. Уйрăмах çăмăл атлетикăна, шашка-шахмата, йĕлтĕрпе ярăнассине кăмăллаççĕ. Ахальтен мар вĕсем спортăн кирек хăш тĕсĕпе те районта кăна мар, республикăра та ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ. А.Карсаков учитель ачасене спортпа туслаштарас тесе нумай тăрăшать. Çавăн пекех вĕренекенсем С.Краснов музыкант ертсе пынипе кĕвĕ-ташă енне туртăнаççĕ. Музыка инструменчĕсемпе калама вĕренес текенсен йышĕ ỹссех пырать. Паянхи пурнăçăн таппипе тан утать шкул. Педагогсем ачасене юратса вĕрентеççĕ, вĕренекенсем те çывăх çынсем пек юратаççĕ тарăн пĕлỹ паракан вĕрентекенсене. Пĕр-пĕрне ăнланни, малашлăхшăн, çутă пурнăçшăн çунни иксĕлми вĕсен.

Учитель ĕçĕн результачĕ — ачасен пĕлĕвĕ, вĕсен ỹсĕмĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче район шайĕнчи предмет олимпиадисенче 6 призлă вырăн йышăнма пултартăмăр. 7 класра вĕренекен Алена Левая чăваш чĕлхипе, 9 класри Кристина Волкова вырăс литературипе тата технологипе, 8 класри Даниил Ловкин физикăпа, 9 класри Станислав Волков ОБЖпа призлă вырăнсем йышăнчĕç, 8 класри Леонид Яшин физкультурăпа çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ (ертỹçисем З.Михеева, Р.Карсакова, А.Осипова, Н.Чернов, А.Карсаков).

Пысăк тавра курăмлă ача пур çĕрте те пултаруллă. «Вĕрентекенпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче туслă çыхăну пулсан темле йывăрлăхра та çитĕнỹ тума пулать», — тенĕ вырăссен ăсчахĕ Сухомлинский. Чăннипех те ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине тарăн пĕлỹ, воспитани пама пире шанса параççĕ. Ывăл-хĕрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн вара пирĕнпе пĕрле савăнаççĕ. Акă, 9 класра вĕренекен Кристина Волковăна амăшĕ Мускава «Мой русский язык» ораторсен конкурсне пиллесе ячĕ. «Амăшĕн пилĕ çитет», — тени тĕрĕсех. Кристина тĕп хуламăртан пысăк çитĕнỹпе таврăнчĕ. Унăн аллинче кубок, виççĕмĕш вырăна тухнă ятпа панă диплом. Мал ĕмĕтлĕ хĕр ача кăçалхи вĕренỹ çулĕнче республикăри «Асамат кĕперĕ» тĕпчев ĕçĕ çырса çĕнтерỹçĕ, «Тăван кил ăшши — атте-анне ăшши» сочиненисен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Кристина пиллĕкмĕш класранпах «Çĕнĕ ăру» пĕрлешĕве ертсе пырать.

Шкулти хĕрỹ ĕç тунтикунхи линейкăран пуçланать. Кристина лăпкă та уçă сассипе ушкăнсем хушшинчи ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарать, çитес эрнери тĕллевсене палăртать. Хĕр ача юлташĕсене пулăшма та яланах вăхăт тупать. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра вăл технологи предмечĕпе республика шайĕнчи олимпиадăна хатĕрленет.

Р.КАРСАКОВА,
шкул директорĕн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: вĕренỹре малта пыракансен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code