Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Биатлон центрĕ уçăлать

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Шупашкарта биатлон центрне тума хăвăртлатакан йышăнăва алă пуснă.

Вăрман фончĕн 20,8 гектар çĕрне биатлон центрĕ тума уйăрĕç. Çавна май куçман пурлăхăн категорине улăштарнă, уйрăмах сыхлакан территорипе объект шутне кĕртнĕ. Çĕр категорине улăштарни строительство ĕçĕсене хăвăртлатма май парать. Чăваш Енри Сăнав лесничествинче спортсменсене биатлон енĕпе Олимп вăййисене хатĕрлекен центр йĕркелемелле.

Хушма укçа уйăрнă

Раççей Федерацийĕн Правительстви ял хуçалăхне пулăшма регионсене хушма субсиди уйăрма йышăннă.

Чăваш Енри аграрисене пулăшма тепĕр 87,6 млн тенкĕ куçмалла. Хуçалăхсем сĕт-çу комплексне тума кайнă тăкаксене саплаштарма — 7,7 млн, инвестици кредичĕн процент ставкине татма 79,9 млн тенкĕ илĕç.

Коммуналлă пулăшу тỹлевĕн виçи утă уйăхĕнчен хакланать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ планеркăра Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен служба ертỹçи Марина Кадилова граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тỹлевсен ыйтăвĕпе сăмах илнĕ.

Çак тỹлевсем январĕн 1-мĕшĕнчен ỹсмеççĕ, июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланĕç. Мĕн чухлĕ ỹсесси паллă ĕнтĕ — вăтамран 3,9 процентран ытла хăпармалла мар. Уйрăм муниципалитетсене çак чикĕрен 2,3 процент чухлĕ иртме ирĕк панă. Электричество тарифĕн ỹсĕмĕ ял çыннисемшĕн 10 пуспа танлашĕ, хуласенче пурăнакансем киловатшăн 14 пус нумайрах тỹлĕç. Çут çанталăк газĕн кубометрĕшĕн хальхинчен 3,4 процент нумайрах тỹлеме тивĕ — 18 пус хушăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code