Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕрпе перекетлĕ те тухăçлă усă курмалла

Çĕрпе перекетлĕ те тухăçлă усă курмалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.

Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем хыçа юлчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, районти предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсенчи уйрăм çуртсенче пурăнакансем урамсене, çуртсене, тĕп лапамсене Çĕнĕ çул илемĕпе асамĕ кĕртессипе çыхăннă конкурса хутшăнакансен йышĕ çулсерен ỹссе пыни сисĕнет.

— Çак конкурса халăх пысăк хавхаланупа хутшăнни савăнтарать. Ĕçлекен тата пурăнакан çуртсемпе вĕсен таврашне илемлĕрех тăвас, уяв капăрлăхĕпе çунатланас, пĕрле ĕçлекенсемпе çемье членĕсен кăмăлĕсене çĕклес тĕллевпе çыхăннă çакă, — палăртрĕ конкурс çинче чарăнса тăнă май район пуçлăхĕ Николай Миллин.

Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый асăннă конкурса пĕтĕмлетнĕ май хастарлăхпа палăрнă çынсене тав турĕ. Кăçал предприятисемпе организацисен çурчĕсемпе умĕсене илемлетес енĕпе А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ — 1-мĕш, Елчĕкри «Чебурашка» ача сачĕ — 2-мĕш, Елчĕкри искусство шкулĕ 3-мĕш вырăнсене тухнă. «Çĕнĕ çул капăрлăхĕ кĕртнĕ чи лайăх уйрăм çурт» номинацире Акчел ялĕнчи Владимировсен çемйи — пĕрремĕш, Тỹскелĕнчи Разумовсемпе Васильевсен çемйисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Канашлура райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова сăмах илчĕ. Çивĕч ыйтусен йышĕнче хуçалăх çаврăнăшне кĕмен çĕрсене шута илесси, кашни тăваткал метр çĕртен тупăш кĕртесси пулса тăрать. Марина Николаевна районта ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене харпăрлăх правине çирĕплетессипе çыхăннă ĕç-хĕл мĕнле пурнăçланни çинчен каласа кăтартрĕ. Район территорийĕнче ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕр пайĕ 32 пин гектар çинче вырнаçнă. Хальхи вăхăт тĕлне 13942 пай çĕрĕ çине (пурĕ 29821 гектар йышăнать) харпăрлăх правине çирĕплетнĕ, регистрациленĕ. Ку енĕпе Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсен территорийĕсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче çак енĕпе ĕçлемелли чылай-ха.

Хуçасăр пай çĕрĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарас ĕçе пурнăçласси те çивĕч ыйтусен шутĕнче. Паянхи кун тĕлне ял тăрăхĕсен администрацийĕсем суд урлă тухса 5043 гектар çинче вырнаçнă хуçасăр çĕр пайĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарнă. Кунсăр пуçне 264 гектар çинче вырнаçнă 114 çĕр пайĕ (вĕсене хуçисем харпăрлăха куçарма килĕшмен) ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçнă. Çапла вара ял тăрăхĕсем 5304 гектар çинче вырнаçнă никам та ыйтман 2371 çĕр пайне ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарнă. Хальхи вăхăтра вĕсенчен 4924 гектарне виçтерсе шута илнĕ, 4481 гектарне арендăна панă, муниципалитет харпăрлăхĕнчи 232 гектар çĕре сутса тупăш илнĕ. Марина Павлова çĕр пайĕсене харпăрлăха регистрацилес ĕçе тăсмалла маррине, вĕсемпе тĕллевлĕ усă курнинчен ял тăрăхĕсен бюджетне сахал мар укçа-тенкĕ пырса кĕнине, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене (çул-йĕре тытса тăрасси, урамсене çутăпа тивĕçтересси тата ытти те) татса пама май панине палăртрĕ.

2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ. Çавна май районта суйлава хатĕрленас ĕç хĕрсех пырать. Аслă Елчĕк тата Курнавăш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Валерий Афанасьевпа Юрий Смирнов суйлава хатĕрленессипе çыхăннă ĕç-хĕл мĕнле пыни пирки каласа кăтартрĕç. Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те çĕклерĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code