Понедельник, 28 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Теветкеллĕ пулнăран

Теветкеллĕ пулнăран

Çулсем иртни нимĕн те мар, пурнăç таппипе тан кăна утмалла.

Шăмалакри 76 çулхи Зоя Кулакова кашни çĕнĕ кунпа киленсе, савăнса пурăнать. Вашават те вăр-варскер çу-кĕрхи кунсенче вăрмантан тухма пĕлмест: çырла-кăмпа пуçтарать, милĕк хатĕрлет… Автан çулĕнче вун-вун банка кăмпа тăварласа, варени хатĕрлесе сутнă вăл.

Тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарса Зоя Даниловна пỹрт умне çĕнĕ пусă чавтарнă, ăна илемлĕ тăрăпа витнĕ. Çавăн пекех пỹрте шыв кĕртнĕ, санузел тутарнă. Теветкеллĕ пулнăранах ватлăх мĕнне пĕлмест вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code