Воскресенье, 3 июля, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырăва хаклаççĕ

Çырăва хаклаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата пĕтĕм чăваш халăхне Çырупа паллаштарни — çулталăк пуçламăшĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Иртнĕ ытларикун — январĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ çак сумлă мероприятие тата Çырăва район çыннисем мĕнле хак панипе кăсăклантăмăр.

Надежда УРКОВА, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕ:

— «Медицина кашнин валли» _ çитес виçĕ çула палăртакан çĕнĕ проект, вăл пациентсене лайăх пахалăхлă тата усă курма меллĕ медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме май парать», — тенĕ Çырура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пирĕн республикăра ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене тăвас ĕç ăнăçлăн пурнăçланать. Хамăр районта та вĕсен йышĕ çулсерен ỹссе пырать.

«Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшỹллĕн района çамрăк врачсем ĕçлеме килчĕç. Михаил Васильевич малашне ялти фельдшерпа акушер пункчĕсене ĕçлеме килекен фельдшерсем валли пулăшу (500 пин тенкĕлĕх тỹлев) палăртать. Çакă медиксене ялта ĕçлеме хавхалантармалли витĕмлĕ сăлтав пулса тăратех.

Петр ТРЕМАСОВ, район админис-трацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче агропромышленность комплексĕ пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕ пысăк технологиллĕ отрасль пулса тăнипе пĕрлех унта ырă туртăмсем вăй илнине, çапла майпа агропромышленность комплексĕн йышне кĕрекен предприятисем юлашки 5 çулта ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ 11 хут ỹснине, мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ 7 хут ытла, акăнакан-сухаланакан çĕр лаптăкĕ — 6,5 хут, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен шучĕ 4 хут ытла ỹснине палăртрĕ.

Пирĕн районти тыр-пул ăстисем те иртнĕ çул нихçанхинчен те ытларах тухăç илме пултарчĕç. Пурĕ 67350 тонна тĕш тырă туса илнĕ, вăтам тухăç 1 гектар пуçне шутласан 31,8 центнерпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе те тивĕçлипе савăнма пултаратпăр. «Чăваш Республикинче ял хуçалăхне аталантарасси, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварăн тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесе тăрасси» хушма килĕшĕве пурнăçласа палăртнинчен ытларах аш-какай тата сĕт туса илме пултартăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепне те кирлĕ шайра тытса пыратпăр.

Марина ПАВЛОВА, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

— Михаил Игнатьев черетлĕ Çырура республика аталанăвĕн çул-йĕрне тĕплĕн тишкерсе хак панă. Уйрăммăн илсен, кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе пĕлсе тата тухăçлă усă курассин тĕлĕшĕпе тимлĕ пулма кирли, ку енĕпе республикăра çак вăхăтчен пурнăçлама май килнĕ курăмлă ĕç-хĕл çинчен те чарăнса тăчĕ. Чăннипех те çапла, хуçасăр пай çĕрĕсене тупса палăртас, вĕсене харпăрлăха çирĕплетес тесе муниципалитетсенче нумай вăй хураççĕ. Граждансемпе общественноç хутшăннипе ирттерекен «Халăх инвентаризацийĕ» акцин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Çапла майпа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ĕçе кĕртесси йĕркене кĕрсе пырать.

Республика Пуçлăхĕ усă курман объектсене тупса палăртас енĕпе малашне пикенсе ĕçлеме кирлине палăртнине те тивĕçлипе йышăнатпăр. Çакна тĕпе хурса хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума палăртатпăр.

Надежда БАЙМУШКИНА, ЗАГС пайĕн начальникĕ:

— Регион ертỹçи республикăн çитĕнĕвĕсем пирки, республикăра пурăнакан кашни çыннăн пурнăçне лайăхлатассине тĕпе хурса калаçрĕ. Чăваш Ен çулран-çул аталану çулĕпе утни савăнтарать. Эпир малашне те вăйлă регионсен шутĕнче пуласса шанатпăр. Çакна Михаил Игнатьев Çырура аслă пĕлỹллĕ, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене вĕрентсе хатĕрлеме чĕнсе калани, çамрăк çемьесене социаллă пулăшу кỹрессине çĕнетни те çирĕплетет. Юлашки вунă çулта республикăра 85 çултан аслăрах çынсен шучĕ 1,7 хут ỹснĕ, 100 çул урлă каçнă вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ юлашки пилĕк çулта 2 хута яхăн ỹссе 99 çынпа танлашнă. Пирĕн районта та 100 çултан иртнĕ 4 хĕрарăм пурăнать. Çак пулăмсем пурне те савăнтараççĕ, ырă туйăм çуратса малалла тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code