Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Уйăхлăх пуçланнă

Чăваш Енре йăлана кĕнĕ оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхĕ пуçланнă.

Ăна Аслă Çĕнтерỹ 73 çул тултарассине халалланă. Уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ — çамрăксене патриотла воспитани парасси, вĕсенче гражданла паттăрлăх туйăмĕсене аталантарасси. Çак тапхăрта шкулсенче тĕрлĕрен конкурссем, тĕл пулусем, спорт ăмăртăвĕсем сахал мар йĕркелеме палăртнă.

Президентран — салам открытки

Республикăра юлашки вунă çулта 85 çултан аслăрах çынсен шучĕ 1,7 хут ỹснĕ.

Районта та вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йышĕ ỹссех пырать. Çак кунсенче Лаш Таяпари Клавдия Кузнецова — 100 çулхи, Аслă Елчĕкри Мария Бобина, Митрофан Патшин 90 çулхи сумлă юбилейĕсене ачисемпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа пĕрле чыслăн паллă тунă. Ĕмĕрĕсене ĕçре пиçĕхсе ирттернĕ ватăсем ял çинче пысăк хисепре. Вĕсене район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен ятĕнчен саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткине вуласа панă.

Тĕп тĕллев — ачасене хỹтĕлесси

Çĕршывра çул çитменнисене тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссисене туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа Шупашкарта савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина хутшăннă.

Савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Любовь Александрова нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Тав хутне, Елчĕк шкулĕнчи Алина Максимова социаллă педагог «Чи лайăх общество воспитателĕ — 2017» конкурсра «Чĕреме ачасене паратăп» номинацире çĕнтернĕшĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Олимпиада ăс-тăна çирĕплетет

Хальхи вăхăтра районти шкул ачисем хăйсен пĕлĕвне Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче тĕрĕслеççĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: Елчĕксем пĕрремĕш ỹсĕмсемпе палăрма та ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ Пăвари Кристина Емельянова — литературăпа, Елчĕкри 11 класри Андрей Данилов физикăпа — призер, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 10 класри Кирилл Чернов физикăпа çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Вĕренекенсем ỹсĕмсем тунă çĕрте Леонилла Пупина, Алексей Данилов тата Николай Чернов учительсен тỹпи те пысăк.

«Хĕрỹ лини»

Январĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 5-мĕшĕччен Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем ОРВИ тата грипп чирĕсенчен хỹтĕленес енĕпе граждансемпе калаçусем йĕркелеççĕ.

Сĕнỹ-канашсене «хĕрỹ линин» 56-29-58, 56-29-54, 66-22-09 номерлĕ телефонĕсемпе тата çак адреспа: Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 2-мĕш хут, 11,12,16, 17, 18-мĕш кабинетсенче параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code