Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тăпрана вараланăшăн айăплаççĕ

Тăпрана вараланăшăн айăплаççĕ

Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури тĕрĕслев вăхăтĕнче 2017 çулхи май уйăхĕнче «Агрохолдинг «Юрма» ООО ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕнче çĕнĕ кайăк-кĕшĕк каяшĕпе усă курнине — йывăр металсен (цинк) хисепĕ килĕшсе тăмалли нормăран ытларах пулнине, çапла майпа 12 гектар çĕр лаптăкне вараланине тупса палăртнă. Предприяти тăван тавралăха (тăпрана) 144 миллион тенкĕлĕх сиен кỹнĕ.

Районсем хушшинчи прокуратура следстви органĕсене ярса панă материалсене тишкернĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 254 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Айăпланакана 200 пин тенкĕ таран штрафлама, обязательнăй майпа 480 сехет е 2 çул таран юсанса ĕçлемелли вăхăта палăртма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code