Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хирĕçлеме пĕлмелле

Хирĕçлеме пĕлмелле

Наркомани — хăрушă чир. Общество умĕнче тăракан чăрмавсенчен чи çивĕччи вăл.

Наркомание вăхăтра «çук!» тесе калайманнисен чирĕ пулнине палăртаççĕ. Ачасене асăннă чиртен темле асăрхасан та хăçан та пулсан вĕсене пурнăçра наркотик сĕнекенсем тĕл пулаççех: «кайф туйма», «пирĕн компанинче ăна пурте тутанса курнă», «тутанса пăх та — пур чăрмав та тĕтре пек сирĕлĕ», «эсĕ текех «йĕпе сăмса» маррине çирĕплетсе пар». Çакăн евĕр лару-тăрăва лекме пултарасса ачан малтанах пĕлмелле, çирĕппĕн хирĕçлеме хатĕр пулмалла.

Ашшĕ-амăшĕпе педагогсен хăш-пĕр ансат сĕнỹсемпе усă курнин витĕмĕ пысăк. Экспертсем кĕçĕннисене киревсĕр йăларан асăрхаттарас тесен час-часах çак темăпа калаçусем йĕркелемеллине, наркотикăн сиенне тĕслĕхсемпе палăртмаллине асăнаççĕ. Чи кирли — калаçăва уççăн йĕркелени, кĕçĕнни аслине шанни.

Ачан шалти туйăмĕсене курма, вăл мĕн калас тенине илтме тата итлеме вĕренмелле пирĕн. Унăн шалти тĕнчи, пăшăрханăвĕ, шиклĕхĕ пирĕншĕн ют маррине ăнлантăр вăл. Мĕн канăçсăрлантарнине ăнланма тăрăшса йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре пĕрле суйламалла, ача пĕлтерекен информаци нихăçан та хăйне хирĕçле çаврăнса ан тухтăр тесе тăрăшмалла.

Сĕнỹсемпе йăлăхтарас мар тесен ачана ырăпа калама вĕренер. Çамрăк ăрушăн хăмăр ырă тĕслĕх пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Наркотик уйрăмах аслисен умĕнче хисепе тивĕçеймен, пурнăçра хăйсен вырăнне тупайман çамрăксене çыпăçать. Çавăнпа та пурнăçра чи кирли — ачана хисеплени тата хаклани, шанни.

Л.КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code