Четверг, 18 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шурă туя» клуб йыхравларĕ

«Шурă туя» клуб йыхравларĕ

Районти тĕп библиотекăра «Шурă туя» клуб членĕсен черетлĕ тĕл пулăвĕ иртнĕ.

Пурнăç шăпи ыттисенчен раснарах килсе тухнă — куç курманнипе сусăра тухнă çынсене ытларах тимлĕх уйăрас, вĕсемпе куçа-куçăн курса калаçас тата май пур таран пулăшас тĕллевпе библиотекарьсем тăрăшнипе тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ.

Черетлĕ тĕл пулăва Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи куç курманнисен обществин председателĕ Г.Михайлов тата Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертỹçи З.Яковлева хутшăннă. Вĕсем пухăннисене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем панă. З.Яковлева, уйрăммăн илсен, пенси укçипе тивĕçтерессинчи улшăнусем çинче чарăнса тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code