Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шуса тухрăмăр хире…

Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шуса тухрăмăр хире…

Аслă Елчĕк ялĕнчи стадионта паллă йĕлтĕрçĕсене — Аслă Елчĕкри Иван Ореховпа Патреккелĕнчи Зинаида Каринкинăна асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта шкулсенчи, ял тăрăхĕсенчи чи вăйлă спортсменсем тупăшнă. Çанталăк сивĕ пулнине пăхмасăр йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем йышлăн пуçтарăннă.

Ăмăртăва уçса спортсменсене Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, «Улăп» спорт комплексĕн директорĕ Роберт Григорьев саламласа ăнăçу суннă. Йĕлтĕрçĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллинпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хавхалантарнă.

Ăмăртура çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртнă. 2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах йĕлтĕрçĕсенчен Юлия Краснова (Таяпа Энтри), Елена Печкова (Аслă Елчĕк), Анита Ермакова (Шăмалак) малти вырăнсене йышăннă. Çав ỹсĕмри арçын ачасенчен Кирилл Кузнецов (Аслă Таяпа), Леонид Яшин (Хăвăлçырма), Андрей Сергеев (Патреккел) палăрнă.

2002-2003 çулсенче çуралнă хĕрачасем — Елчĕкри Екатерина Агеева, Аслă Елчĕкри Александра Печкова, Елчĕкри Алина Петрова, арçын ачасем — Аслă Елчĕкри Максим Афанасьев, Елчĕкри Виктор Райков, Хăвăлçырмари Станислав Волков чи пултаруллисем.

2000-2001 çулсенче çуралнă Ирина Петрова (Елчĕк), Елена Перепелкина (Хăвăлçырма), Юлия Николаева (Çирĕклĕ Шăхаль) пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен çĕнтерỹçĕпе призерсен йышне Андрей Данилов (Елчĕк), Данил Трофимов (Çирĕклĕ Шăхаль), Александр Кириллов (Курнавăш) кĕнĕ.

Ял тăрăхĕсенчен Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк тата Елчĕк спортсменĕсем чи активлисем пулнă. 1999 çулта çуралнă тата унтан аслăрах хĕрарăмсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăман. Арçынсенчен Роман Романов (Лаш Таяпа ял тăрăхĕ), Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа), Алексей Васильев (Елчĕк) малтисен йышĕнче.

Тĕп шкулсенчен Хăвăлçырмасемпе Кĕçĕн Таяпасем, Патреккелсем, вăтам шкулсенчен Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем, Курнавăшсем палăрнă.

Паллă йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне йĕркелесе ирттернĕ çĕрте Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Валерий Афанасьевăн тата спортăн кирек хăш тĕсне те кăмăллакан Сергей Горшковăн тỹпи пысăк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code