Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх ĕçне хисеплер

Халăх ĕçне хисеплер

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çĕклерĕç.

Юлашки вăхăтра халăхран пуçтаракан сĕт хакĕпе çыхăннă темăна сỹтсе явасси ял çыннишĕн çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ калаçăва иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ветеринари специалисчĕсемпе, чĕр тавара ĕçлесе хатĕрлекен предприятисен представителĕсемпе тата сĕт пухакан уйрăм предпринимательсемпе ирттернĕ канашлăва тишкернинчен тата пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Выльăх усрас ĕç çăмăл мар пулсан та халăхăн пысăк пайĕ алă-ура çавăрса пырас, çемье бюджетне пуянлатас тесе ĕне тытать. Анчах та сутлăх сĕт хальхи вăхăтра 15 тенкĕпе анчах танлашни (лавккасенче вăл хаклансах пырать) ял çынни умне пысăк чăрмав кăларса тăратать. Ĕне тытас ĕç тăкаклă пулсан халăх çак ĕçрен сивĕнес хăрушлăх пысăк.

— Вăхăтĕнче ĕне усранăран çак ĕç пĕрре те ансат маррине хамăрăн тĕслĕх урлă пĕлетĕп, çавăнпа та халăхăн ĕçне хисеплеме ыйтас килет. Паянхи кун пирĕн пурин те сĕтĕн сутлăх хакне чакарса мар, ỹстерсе пырас, кĕтмен çĕртен сиксе тухнă йывăрлăхран (сĕт хакĕ йỹнелнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри Раççее ытти çĕршывсенчен типĕтнĕ сĕт илсе килнипе çыхăннине пурте пĕлетпĕр) тивĕçлипе тухас тĕллевпе ĕçлемелле, — палăртрĕ Николай Петрович ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕнсе.

Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова 2017 çулта Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджетне мĕнле пурнăçлани пирки каласа кăтартрĕ. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ иртнĕ çул 345,3 миллион тенкĕпе (планпа пăхнин 100,1 проценчĕ) танлашнă. Тупăшсен тытăмне пырса кĕнĕ укçан 76,2 проценчĕ каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ, 23,8 проценчĕ — хамăрăн тупăшсем. Вырăнти тĕрлĕ çăлкуçран пуçтарăннă харпăр тупăш пайĕ иртнĕ çул 82,3 миллион тенкĕпе танлашнă (планпа пăхнин 101 проценчĕ, 2016 çулпа танлаштарсан 96,3 процент). Вырăнти çăл куçсенчен пухăнакан укçа-тенкĕн пысăк пайне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налуксем (НДФЛ) пуянлатаççĕ, çакăн евĕр налуксенчен кĕнĕ укçа-тенкĕ 2017 çулта 41,3 миллион тенкĕпе (50,2 процент) танлашнă. НДФЛ виçи 2016 çулхипе танлаштарсан 1,2 миллион тенкĕ нумайрах пулнă.

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн расхут пайĕ 2017 çулта 360,6 миллион тенкĕпе танлашнă (планпа пăхнин 99,7 проценчĕ). Галина Владимировна мĕнпур çăлкуçри укçа-тенке мĕнле тĕллевпе расхутлани, вырăнти бюджет мĕнле пурнăçланса пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Елчĕк район администрацийĕн муниципалитет туянăвĕсен секторĕн заведующийĕ Алина Смирнова 2017 çулта муниципалитет валли таварсем туянассипе çыхăннă информаципе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Умра — 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ. Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Леонид Кошкин, Василиса Сапожникова, Сергей Павлов хăйсен ял тăрăхĕсенче суйлава хатĕрленессипе çыхăннă ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code