Четверг, 18 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Рейтингра — аслă ушкăнра

Рейтингра — аслă ушкăнра

Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви 2017 çулшăн РФ субъекчĕсен йĕркелỹ витĕмне хаклассин пахалăхĕн рейтингне палăртнă.

Рейтингра регионсене темиçе ушкăна пайланă: аслă, лайăх, вăтам тата япăх ушкăнсем. Чăваш Республикине черетлĕ хут аслă ушкăна кĕртнĕ. Министерствăра палăртнă тăрăх, аслă тата лайăх ушкăнсене кĕртнĕ регионсенче йĕркелỹ витĕмĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Аса илер, 2017 çулта влаç органĕсем бизнес-пĕрлĕхпе тачă çыхăну тытса ăнăçлă ĕçленине пула Чăваш Республики инвестици илĕртỹлĕхĕн Наци рейтингĕнче çĕршывăн 85 субъекчĕ хушшинче иккĕмĕш вырăнта. Раштавăн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче Владимир Путин Президент Чăваш Ене инвестици сферинчи пысăк стандартсене ĕçе кĕртнĕ лидер-регионсен шутĕнче асăннă.

Субъектсен йĕркелỹ витĕмĕпе çыхăннă ĕçне РФ Экономика аталанăвĕн министерстви 2014 çултанпа хаклать. Чăваш Енре ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă. Çав шутра — 16 акт проекчĕсенчи ытлашши требованисене пăрахăçлани. Икĕ проект тĕлĕшĕпе хирĕçлесе пĕтĕмлетỹсем палăртнă. Пĕринче сăмах — хăтлăхсăр çуртсем тĕлĕшĕпе йăлари хытă каяшсемпе, тепринче шыв объекчĕсен акваторийĕпе усă курнăшăн тỹлев палăртассипе çыхăннă ытла та çирĕп нормативсем палăртни пирки пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code