Воскресенье, 3 июля, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватта сума сăвакан — хăй те сăвап куракан

Ватта сума сăвакан — хăй те сăвап куракан

Авалтанпах çакăн пек йăла пулнă. Ашшĕ-амăшĕпе тĕп килте кĕçĕн ывăлĕ çемйипе пурăннă. Çакă ватăсене те, çамрăксене те килĕшнĕ.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çакăн пек çемьесенчен чылайăшĕ арçынсăр тăрса юлнă. Хресчен килĕнче ытларах кинĕпе ачисем тата ватă пăянамăшĕ пурăннă. Эпĕ астăвасса пирĕн кỹршĕре те, пире хирĕçре те, тата пирĕн асаннепе анне те, çакăн пек çемьесемччĕ. Мĕн ватăлса виличченех пĕрле пурăнса ирттернĕ.

Юлашки çулсенче çакă майĕпен йăларан тухса пырать. Нумай ача ỹстернĕ ашшĕ-амăшĕ те килĕнче хăйсем кăна тăрса юлаççĕ, вăй çитнĕ таран хуçалăх тытса пыраççĕ. Хулари ачисем килсе çỹреççĕ-ха, çапах пĕрле пурăнни мар-çке. Ватăлса пынăçемĕн пурнăç йывăрланса пырать вĕт-ха. Эпир мăшăрпа иксĕмĕр ывăлпа, кинпе пурăнатпăр. Вĕсемпе пурăнма пире питĕ çăмăл. Хуçалăхри йывăр ĕçсене çамрăксем туса пыраççĕ, эпир çăмăлтарах ĕçсенче пулăшатпăр.

Ялтан тухса кайнисем пенсие тухсан хуларан куçса килсе ашшĕ-амăшне пăхакансем те çук мар. Кун пек ырă тĕслĕх Кĕçĕн Таяпара пулчĕ. Владимир Матвеев çамрăкла Архангельск хулине тухса кайнă. 40 çул çав хулара ĕçлесе пурăннă. Çемье çавăрнă. Пенсие тухсан мăшăрĕпе пĕрле яла куçса килчĕ. Ашшĕ-амăшĕн çуртне тĕпрен çĕнетрĕ. Хулари хваттертен пĕрре те кая мар ăсталарĕ. Ашшĕ çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Лиза аппа, 90 çултан иртрĕ.

Матвеевсен çемйинче 10 ача çуралса ỹснĕ. Пурте тĕп килтен тухса кайса хăйсен ăшă йăвине çавăрнă. Амăшĕ те пĕр вăхăт ачисемпе хулара пурăннă. Владимир яла куçса килсен вăл яла таврăнчĕ. Унăн сумлă юбилейне питĕ лайăх ирттерчĕç ачисемпе тăванĕсем.

Володьăна эпĕ кĕçĕн класра тăватă çул вĕрентнĕ. Вăл мана та питĕ хисеплет. Тăван ялне куçса килнĕренпех уявсенче саламлама вăхăт тупать. Хам вĕрентнĕ ачасем сума суни ватлăхра çав тери савăнтарать.

Тĕлĕнмелле пултаруллă манăн вĕренекен. Халĕ культура çуртĕнче тăрăшать. Юрлама ăста. Общество ĕçĕнче хастар. Владимирăн ачисем çемьеллĕ. Архангельск хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ.

Таяпа Энтринче те кун пек ырă тĕслĕх пулчĕ. Çамрăк мăшăр хулара пурăнатчĕ. Амăшĕ ялта пĕччен. Ватăлнă май чир çакланчĕ ăна. Çакăн пек йывăр вăхăтра ачисем амăшне пĕччен хăвармарĕç. Хуларан çемйипех куçса килчĕç. Мироновсем кунтах ĕçе вырнаçма шутлаççĕ.

Ватлăхра ашшĕ-амăшне пăхакансем чăннипех хисепе тивĕç.

О.МИРОНОВА.
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code