Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паха вăрлăхсăр пысăк тухăç илеймĕн

Паха вăрлăхсăр пысăк тухăç илеймĕн

Çĕр ĕçченĕн уя тăхас вăхăчĕ нумаях та юлмарĕ. Апла пулин те районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăрлăх хатĕрлесси кирлĕ шайра пулса пымасть.

Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн 2018 çулта акса хăварма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем пурĕ 3684 тонна кирлĕ. Çак вăхăт тĕлне ăна пĕтĕмпех инспекцире тĕрĕсленĕ, 2606 тонни (71 проценчĕ) акма юрăхлă кондицие ларнă.

«АСК-Яльчики», «Яманчурино», «Победа», «Энтепе» ОООсенче, «Рассвет», «Труд», Ленин ячĕллĕ, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тĕрĕсленĕ вăрлăх пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ.

Районĕпе илсен ака кондицине ларман вăрлăх хальлĕхе 29 процент шутланать. Çак сăмах тỹррĕнех «Клевер», «Эмметево» ОООсене, «Сатурн» ЯХПКна тата А.Бикулов, А.Мясников, Б.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пырса тивет.

Тухăç мĕнле пуласси вăрлăх репродукцийĕнчен те нумай килет. Вăл мĕн чухлĕ çамрăкрах — тухăç та пысăкрах. Районĕпе илсен хальхи вăхăтра супер элита, элита вăрлăхсем 19 процент, 1-4 репродукцилли 80 процент шутланаççĕ.

Вăрлăхсене улăштарса çĕнетессипе «Комбайн», Ленин ячĕллĕ, «Рассвет» ЯХПКсенче, «АСК-Яльчики», «Яманчурино» ОООсенче, Ю.Цветков, В.Падуев, А.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ытларах тимлĕх уйăраççĕ.

Акма усă курмалли вăрлăхра — супер элита е элита-и вăл — бактери, кăмпа чирне саракан микробсем тĕл пулаççĕ. Чир тĕсне, вăл сиен кỹнĕ калăпăша палăртма фитоэкспертиза ирттерме тивет. Унсăрăн вăрлăха сиенсĕрлетме мĕнле им-çам кирлине те пĕлеймĕн. Çакă хальхи вăхăтра хуçалăхсенче им-çампа сахалрах усă курма тытăннипе çыхăннă. Кăçал вăрлăхăн пысăк пайĕ пăнтăх чирĕпе сиенленнĕ. Çакна шута илсе ăна акас умĕн им-çампа чỹхени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тивĕçлĕ кондицие лартнипе пĕрлех нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕн пахалăхĕ пирки те манса каймалла мар. Хальлĕхе «Яманчурино», «АСК-Яльчики» ОООсем тата «Комбайн» ЯХПК анчах курăксен вăрлăхĕсене тĕрĕслеме тăратнă. Нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсем хальлĕхе çителĕксĕр пулсан та, пĕтĕмĕшле илсен, вĕсен шăтаслăхĕ лайăх.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ЯХПКпа Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕн сутлăх Симбирцид, Экадо 109 çурхи тулă, Владимир урпа, Варис, Фрегат пăрçа, Логовская 22 вика вăрлăхĕсем пур. Çак вăрлăхсем пурте пысăк репродукциллĕ.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсемпе фермерсен пурин те пĕр тĕллев пулмалла: юлнă вăхăтпа усă курса кашни хуçалăхра вăрлăхсене сортласа тасатмалла, ака стандарчĕн тивĕçлĕ кондицине çитермелле.

Л.ИШМУРАТОВА,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code