Воскресенье, 3 июля, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ

Тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ

2018 çулта Чăваш Ене хăтлăх кĕртме 262 миллион тенкĕ укçа уйăраççĕ.

Этем яланах тавралăха тирпей-илем кĕртме тата хăтлăрах тума тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршыв пысăк йывăрлăхраччĕ. Вăл çулсенче пахчасенче чечек çитĕнтересси пирки шухăшлама вăхăт та пулман. Чăрмавсене çĕнтерес тĕллев малта тăнă. Халь вара майĕпен хăтлăхăн пĕр пайне — коммуналлă хула хăтлăхне — таврăнма пуçларăмăр. Президент çакăн пирки «çакă халăхпа вырăнти влаçа май пур таран тачă çыхăнма ыйтакан çăлкуçсенчен пĕри» тесе палăртрĕ çине-çинех.

2012 çулхи Президент указĕсем хыççăн лару-тăру лайăх енне улшăнчĕ. Унта хăтлă çурт-йĕрпе тата пахалăхлă коммуналлă пулăшупа тивĕçтерес тĕллеве палăртнăччĕ. 2016 çулта РФ Правительстви хăтлă хула хутлăхне йĕркелессине приоритетлă проектсен шутне кĕртрĕ.

«Пирĕн тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тумалла, çак программăна малалла тăсмалла».

                                                                                                                    Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

Республика РФ Президенчĕн хушăвĕсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пырать. Ултă çулта Чăваш Енри хуласем кăна мар, ялсем те хăтлăланчĕç. Тротуарсем, фонтансемпе клумбăсем, хальхи вăхăтри пĕчĕк архитектура формисем пур. Декоративлă-художествăллă çутăсене çутасси те йăлана кĕрсе пырать. 1400 ытла картиш территорине юсанă, ачасем валли вылямалли тата спорт лаптăкĕсем вырнаçтарнă. Çĕнĕ 110 парк, аллейăпа сквер хутшăннă.

2017 çулта Раççей строительство министерстви Чăваш Республикипе тунă килĕшỹпе хăтлă хула хăтлăхне йĕркелемелли программăна пурнăçа кĕртме 260 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çак субсидие Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисем, Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ районĕсем тивĕçнĕ. Хăтлăх кĕртмелли объектсене суйласа илессипе тата проектсене çирĕплетессипе халăха явăçтарнă.

Çапла вара 14 обществăлла вырăн тата 73 картиш территорине хăтлăлатнă. Çĕршер вылямалли тата спорт хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Улатăрти, Çĕмĕрлери, Канашри культурăпа кану паркĕсене тата Çĕнĕ Шупашкарти Ельниково ращине çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Ытларах та тума май пулнă, çынсенчен заявкăсем пуçтарни, халăхпа сỹтсе явни, эскизсемпе проектсене туса хатĕрлесси, конкурс процедурисене ирттересси нумай вăхăт йышăннă.

Ку вăл пилотлă проект пулнă. Кăçал вăл пур хăватпа ĕçлет. Федераци бюджетĕнчен пулăшу илме кашни муниципалитетăн май пур. Иртнĕ çулхи çитменлĕхсене те шута илнĕ. Халь пĕтĕм проекта республикăн тĕп архитекторĕ патĕнче çирĕплетмелле. «Чĕркуççи» çинче çеç ỹкереймĕн. Пĕтĕм заявкăпа эскиза хăй вăхăтĕнче пăхса тухаççĕ. Çапла майпа вара пире 2018 çулта тата пысăк улшăнусем кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code