Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш хĕрĕсене ăнăçу сунатпăр

Чăваш хĕрĕсене ăнăçу сунатпăр

Ĕнер Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче XXIII хĕллехи Олимп вăййисем старт илнĕ. Тĕнче ăмăртăвĕнче Чăваш Ен чысне икĕ спортсмен хỹтĕлĕ.

Татьяна Акимова (Шупашкар) паян тупăшăва тухать. Хĕрарăмсем спринтерсен чупăвĕнче (7,5 км) вăй виçеççĕ. Турнир 14.15 сехетре пуçланать. Февралĕн 12-мĕшĕнче биатлонистсем 10 километрлă дистанцире ăмăртĕç, февралĕн 14-мĕшĕнче 15 çухрăма парăнтарассишĕн кĕрешĕç. Февралĕн 17-мĕшĕнче массăллă старта тухĕç.

Фристайл ăсти Лана Прусакова (Çĕнĕ Шупашкар) Олимп вăййисене АПШри Денвер хулинче хатĕрленнĕ. Вăл «слоуп-стайл» дисциплинăра ăмăртать. Тупăшусем февралĕн 17-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Олимпиадăра ăна РФ пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Никита Васильев хавхалантарса тăрĕ.

Чăваш Ен тренерĕ Никита Валерьевич Раççейĕн хафпайп, слоуп-стайл енĕсемпе пĕрлештернĕ командăсене ертсе пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code