Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăх çыравĕн хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕсем

Ял хуçалăх çыравĕн хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕсем

2016 çулта пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăвашстат малалла паллаштарать. Хальхинче сăмах — ял хуçалăх пĕрлĕхĕсенчи объектсен инфратытăмĕ тата техника паркĕ пирки.

Раççей тата федерацин Атăлçи округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăри ял хуçалăх организацийĕсен 85,3 проценчĕ электричествăпа, 34,9 проценчĕ газпа тивĕçтерекен сетьсемпе çыхăннă, шыв илмелли автономиллĕ çăл куçпа (çав шутра хăйсен шыв уçлавĕ, çăлĕ е скважини) туллинрех (46,3 процент) усă курнă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пирки çакна калаймăн, вĕсенчен электричество сечĕпе 38,5 процентне анчах çыхăнтарнă, автономиллĕ çăл куçсем, интернета тухас тĕлĕшри лару-тăру (22,1 тата 20,1 процент), Раççейрипе танлаштарсан (18,7 тата 15,9 процент) лайăхрах, федерацин Атăлçи округĕнчипе танлаштарсан (25,3 тата 26,2 процент) япăхрах.

Харпăр хăй хушма хуçалăхĕсен инфратытăмĕ Раççей Федерацийĕн тата федерацин Атăлçи округĕн кăтартăвĕсенчен чылай енĕпе лайăхрах шутланать.

Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсем тракторсемпе, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсемпе тата тымар çимĕç кăларакан техникăсемпе пуянрах. Çĕр улми пухса кĕртмелли комбайнсем (1000 гектар пуçне — 16) Раççейринчен (15) нумайрах, федерацин Атăлçи округрипе танлаштарсан (18) сахалрах.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата уйрăм предпринимательсем ку енĕпе тĕреклĕрех — вĕсен 1000 гектар çĕр пуçне 12 трактор, тымар çимĕç кăлармалли 5 техника, тĕш тырă çапса тĕшĕлемелли 6 комбайн шутланать, Раççейре — 7,3,6, федерацин Атăлçи округĕнче — 6,2,4, çĕр улми кăларакан комбайнсен тĕлĕшĕпе вара чухăнрах — 10 кăна (14 тата 18).

Харпăр хăй хушма хуçалăхĕсенче тракторсем (1000 гектар пуçне 102) Раççейринчен икĕ хута яхăн, федерацин Атăлçи округĕпе танлаштарсан 45 процент сахалрах. Унсăр пуçне, вĕсен 61 проценчĕ — 4 çул каялла туса кăларнăскерсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code