Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата унăн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый хутшăннипе иртнĕ эрнекун выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи январь уйăхĕнчи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленессипе тата çĕнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисен малтан «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕне ферминче пулса курма сăлтав тупăнчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантарас, продукци туса илессине ỹстерес тата ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе иртнĕ çулхи çу уйăхĕсенчен тытăнсах кунта 120 пуç пăру вырнаçакан витене реконструкци тăвассипе тимленĕ. Хĕл тапхăрне кĕриччен навус кăларакан тытăма тĕпрен çĕнетме, термалпол текен ăшă тытакан урай сарма ĕлкĕрнĕ. Апат сĕтелĕ вырнаçтарнă витере ĕне выльăха кăкармасăр усраççĕ. Пĕтĕм ĕçе пурнăçлама 5 миллион тенке яхăн усă курнă. Çак тăкака хуçалăх банкран пĕр тенкĕ кивçен укçа илмесĕр хăйĕн пухăнса пынă укçи-тенкинчен саплаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, мал ĕмĕтпе хавхаланса пурнăçланă ĕç пирки хирĕçлесе те, тиркешсе калаçмалли те çук. Апла пулин те район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин халĕ республикăри, Раççейри нумай ял хуçалăх организацийĕнче тĕнче шайĕнчи çĕнĕ йышши фермăсене тума инвестици хывнă вăхăтра фермăри кивĕ витене реконструкци туни анчах çителĕксĕр пулнине те палăртса каларĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарас тата çынсене ĕçлеме лайăх условисем туса парас тесен паянхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен çĕнĕ йышши фермăсем хута ямалла. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе пирĕн камран вĕренмелли çук мар. Тĕслĕхрен, «Победа» ООО ку енĕпе иртнĕ çулсенчен тытăнсах ăнăçлă ĕçлеме пултарнине пурте пĕлетпĕр. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăрнă 17 миллион тенкĕлĕх кредитпа усă курса 10 çула яхăн каяллах çĕнĕ ферма туса лартнă çак ял хуçалăх предприятийĕнче кăçалах çĕнĕ ĕмĕрти тепĕр капмар ферма çĕкленсе лармалла. Унăн хакĕ 20 миллион тенкĕрен кая мар пулĕ.

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ферминче пулса курнă май, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи хăш-пĕр кăтартусем пирки чарăнса тăни те вырăнлă пулĕ. Çапла майпа кăçалхи январь уйăхĕнче кунта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2 тонна ытларах, пурĕ 66,7 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен сĕт сăвассин кăтартăвĕ те ỹснĕ. Хуçалăхра ĕне выльăхсен хисепне те май пур таран ỹстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăх ферминче 630 пуç мăйракаллă шултăра выльăха шута илнĕ, çак хисепрен 164-шĕ — сăвăнакан ĕнесем. Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Юрий Викентьев председатель каласа кăтартрĕ.

Апла пулин те районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсем, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сахалрах пулнине пытараймăн. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тухса калаçнинчен те çакна уçăмлăнах пĕлме пулчĕ. Уйрăмах сĕт туса илесси чакнă. 2017 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче — 96 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 92 процент анчах сĕт туса илнĕ. Паллах, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси те сахалрах, вăл 410 килогрампа танлашать. Пĕтĕмĕшле тата пĕр ĕнерен сĕт сăвасси «Прогресс» АХОра, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра, Эмметево», «Яманчурино» ОООсенче чакнă. Кăçалхи январь уйăхĕнче пур категорири хуçалăхсенче те, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 32,3 тонна ытларах, пурĕ 334,7 тонна аш-какай туса илнĕ. 2509,3 тонна сĕт туса илнĕ.

Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева выльăх-чĕрлĕх фермисенчи эпизоотологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл хальхи вăхăтра нумай ял хуçалăх предприятийĕнче ветеринарипе санитари йĕркисене тивĕçтермелли пăрулаттаракан уйрăмсем ĕçленине кура пĕчĕк пăрусене сыхласа хăварасси лайăхланса пыни пирки чарăнса тăчĕ. Ун хыççăн сăмах хăй тĕллĕнех хальхи вăхăтра, чăннипех, пысăк çивĕчлĕх кăларса тăратакан сĕт ыйтăвĕ çине куçрĕ.

Сĕт хакĕ ỹсес вырăнне кăçалхи хĕл тапхăрĕнче уйрăмах чакса кайни ял çыннине, паллах, шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть. Калаçу иртнĕ тĕл пулусенче хускатнă ыйту пиркиех — чĕр тавар пахалăхĕ тавра пулчĕ. Хăш-пĕр чухне, пытармалли çук, усламçăсем туянакан сĕт пахалăхĕ продукци хатĕрлеме юрăхсăр пулать. Сĕтре шыв кăна мар, антибиотик та тухать. Апла пулсан, хака хăпартас тесен чи малтан чĕр таварăн пахалăхне ỹстермелле мар-и?

Ял хуçалăх тытăмĕнчи кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ, вĕсене пурне те вăхăтра татса памалла. Çур аки ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене те паянах уçăмлатмалла, унсăрăн кая тăрса юлма та пултарăн. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов палăртнă тăрăх, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама çак вăхăт тĕлне пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 1070 тонна (пĕтĕмпе кирлин 30 проценчĕ анчах) минераллă удобрени туяннă. Апла пулин те «Эмметево», «Яманчурино», «Нива» агрофирма», «АСК-Яльчики» ОООсенче тата Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче унпа ытларах саппасланнине палăртатпăр. Çунтармалли сĕрмелли материалсене районĕпе илсен 265 тонна (пĕтĕмпе кирлин 40 проценчĕ) туяннă. «Победа» ОООра ăна кирлĕ таранах кỹрсе килме ĕлкĕрнĕ те, «АСК-Яльчики» ООО, «Прогресс» АХО, «Комбайн» ЯХПК та ку енĕпе лайăх ĕçлеççĕ.

Май килнипе усă курса район администрацийĕн пуçлăхĕпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем «Труд» ЯХПК председательне В.Германова юбилей ячĕпе саламларĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code