Четверг, 18 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Сăрă» ĕç укçи

«Сăрă» ĕç укçи

Ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕç укçине тивĕçлĕ йĕркепе паманни, çынсене ячĕшĕн кăна ĕçе вырнаçтарни, ĕçри хутшăнусене пытарса хăварни — паянхи пурнăçри чи çивĕч ыйтусенчен пĕри.

Налук ытларах тỹлессине чакарас шутпа ĕçпе тивĕçтерекенсем час-часах ĕç укçин налук хумалли схемине çĕнетесси патне çитсе тухаççĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ акă мĕнре: документсенче ĕçлекенсен чăн ĕç укçин пайне кăна кăтартаççĕ. Ĕç укçин ытти пайне вара «конвертпа» параççĕ. Ĕç укçин çак пайĕ организацин официаллă докуменчĕсенче палăрмасть, апла пулсан, çав укçаран организаци налук та тỹлемест.

Предпринимательлĕх ĕç-хĕлне саккунсăр йĕркепе тунин, ĕç укçине «конвертпа» пани, çынсене укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ чухне контрольпе касса хатĕрĕсемпе усă курманни, уйрăм çынсем куçман пурлăха (хваттерсем, пỹлĕмсем т. ыт.те) тара е арендăна пани, няньăсем, кил хуçи хĕрарăмĕсем, репетиторсем, кĕреке пуçĕсем, тамадасем (уявсем, туйсем, юбилейсем) тата ытти укçаллă тĕрлĕ пулăшу пани — налук тỹлес ĕçпе çыхăннă çитменлĕхсен тĕслĕхĕсене асăрхасан налук инспекцине пĕлтермелли çинчен манса каймалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code