Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çур акине хатĕрленмелле, сывлăха та упрамалла

Çур акине хатĕрленмелле, сывлăха та упрамалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи пурнăçри чи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Елчĕкри тĕп больницăри тĕп тухтăрăн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Уфукова районта пурăнакан çынсен сывлăхĕ, кун-çул тăршшĕ мĕн чухлĕ пулнине, çуралакан ачасемпе вилекен çынсен хисепне пĕтĕмлетекен кăтартусемпе тата вĕсем ытларах мĕнле чирсемпе вилнин тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Цифрăсене тишкерес пулсан, 2017 çулта районĕпе илсен 341 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, шел пулин те 114 ача çеç çуралнă. 2016 çулта çынсен вăтам пурнăç тăршшĕ, пĕтĕмĕшле илсен — 73, 2017 çулта 74 çулпа танлашнă пулин те вăй питти, ĕçлеме пултаракан çынсем нумаййăн (55 тĕслĕх) вилни шухăшлаттарать. Хальхи вăхăтра вăй питти арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, 5 хут ытларах вилеççĕ. Халăхăн ытларах пайĕ — 31 проценчĕ юн çаврăнăшĕпе çыхăннă чирсенчен хăтăлаймасть. Юлашки çулсенче тĕрлĕ чир-чĕре, тулашри сăлтавсене пула инвалида тухакан, аварисенче, ĕçкĕпе иртĕхнине, пирус туртнине… пула вилекенсен хисепĕ ỹсет. Иртнĕ çул чи нумай çын Елчĕк, Лаш Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче вилнĕ. Киревсĕр пурнăçпа пурăнакан ăнăçсăр çемьесенче инкек-синкек пулас хăрушлăх уйрăмах пысăк, вилĕмĕ те — юнашарах. Çакна асра тытса район больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ Галина Уфукова ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене ăнăçсăр çемьесене куçран вĕçертмесĕр вĕсемпе тăтăшах тĕл пулусем йĕркелемеллине, ăнлантару ĕçĕсене ирттермеллине палăртса каларĕ.

Черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленесси çинчен ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. Вăрлăх пахалăхĕ пирки палăртса калас пулсан, хальхи вăхăтра инспекцире тĕрĕсленĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 75 проценчĕ акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ. Юлнă вăхăтпа усă курса акса хăварма кирлĕ вăрлăха сортласа тасатассипе, ака стандарчĕн тивĕçлĕ кондицине çитерессипе тимлемелле.

Пытармалли çук, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материалсене кỹрсе килессинче йывăрлăхсем çук мар. Хальлĕхе ăна 270 тонна (40 процент анчах) туяннă. Апла пулин те «Победа» ООО май пулнипе усă курса çунтармалли-сĕрмелли материалпа туллин саппасланнă, вăл вырмана тухма та çитмелле. «Комбайн» ЯХПК, «Прогресс» АХО, «АСК-Яльчики» тата «Урожай» ОООсенче ку енĕпе аван ĕçлеме пултарнине палăртатпăр.

Районĕпе 1254 тонна (35 процент) минераллă удобрени хатĕрленĕ.

…Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый (районти марафонăн йĕркелỹ комитечĕн председателĕ) Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев февралĕн 17-мĕшĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон уçăлнине пĕлтернĕ май, районта пурăнакан кашни çынна çак пархатарлă ĕçе хутшăнма, хăйĕн тỹпине хывма чĕнсе каларĕ. Марафон шучĕ çине пухăннă укçа-тенкĕ нумай ачаллă çемьесене, йывăр çемьесенче ỹсекен ача-пăча валли эмелсемпе кĕпе-тумтир, тĕрлĕ вĕрентỹ хатĕрĕ туянма каять. Елчĕк районĕнчи ырă çынсем çак пархатарлă та ырă ĕçе кашни çул хастар кăмăл-туйăмпа хутшăнаççĕ. Уйрăмах районти тĕп больницăри пысăк ушкăн кашни çул марафона хутшăнса хăйĕн тивĕçлĕ тỹпине хывать.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408, КПП 213001001

Р/с № 40703810075220160067 в Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанка г.Чебоксары,

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code