Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирсен сĕткенĕ

Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирсен сĕткенĕ

Кашни çул пỹлме тулли тыр-пул пухса кĕртекен, 2017 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе сарăлнă ăмăртура та куçса çỹрекен ялава тата диплома çĕнсе илнĕ «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансен çулталăкри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен тĕп пухăвĕ ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Кооператив членĕсем производствăна йĕркелесе пырассинчи хăш-пĕр чăрмавсемпе çитменлĕхсем çинчен уççăн, пытармасăр пĕлтерни Юрий Мясников председатель кăмăлне те кайрĕ.

— Кашни çын пĕр шухăшлă пулни — хăйне шанса панă ĕç вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлеме тăрăшни производство кăтартăвĕсене ỹстерсе пыма, хуçалăха малалла аталантарма пулăшĕ, — терĕ вăл.

Уй-хирти ĕçсен ăнăçлăхĕ тỹррĕнех çанталăк условийĕсенчен килнине иртнĕ çулхи тĕслĕх тепĕр хутчен яр уççăнах çирĕплетсе пачĕ. Ака, вырма ĕçĕсем мĕн тери йывăрлăхра иртни ял çыннин чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнăран, вăл ăна наччасра асран та кăларса пăрахаймĕ. Чăннипех, тертлĕ, асаплă пулчĕç çак вăхăтсем. Уй-хир хуçисен çирĕп кăмăлĕпе теветкеллĕхне, вĕсенче çак çулсем тăршшĕпех туптаннă ĕçри ăсталăхне кура тыр-пула çăлса хăварнă — пысăк тухăç алла илме те пултарнă. 610 гектар çинче çитĕнтернĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 28182 центнер (2016 çулхипе танлаштарсан 4612 центнер е 20 процент ытларах) пухса кĕртнĕ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 46,2 (38,6) центнерпа танлашнă. Çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма та çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Юрий Мясников председательпе ỹсен-тăран отраслĕнчи ĕçе пĕтĕмлетме хутшăннă Виктор Цыганов тĕп агроном Геннадий Алексеев, Михаил Петров, Михаил Александров, Валерий Сергеев, Сергей Баймушкин, Анатолий Багадеров, Григорий Сергеев, Владимир Петров механизаторсене нумай çулхи ăнăçлă ĕçшĕн, вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса ĕçе хăнăхса пыракан Алексей Чернов, Дмитрий Егоров, Вячеслав Мясников, Алексей Мясников, Александр Филимонов çамрăксене ятран палăртса тав турĕç, черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлассинче те пуçарулăхпа ăнăçу сунчĕç. Акана хатĕрленесси вара паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Кун вăрăмланса пыни те ял çыннине çур аки çывхарни çинчен аса илтерет. Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕтĕмпе акма кирлĕ вăрлăха инспекцире малтанах тĕрĕслеттернĕ, вăл пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ. Тухăç мĕнле пуласси вăрлăх репродукцийĕнчен нумай килет. Ахальтен мар хуçалăхра вăрлăхсене улăштарса çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени кỹрсе килессипе тимлеççĕ. Кĕркунне пĕтĕм лаптăкра (755 гектар çинче) туса хăварнă кĕрхи çĕртмен 50 процентне агротехника ыйтнă пек чи лайăх вăхăтра — çурла уйăхĕнче пурнăçласа хăварма ĕлкĕрни кăçал та алла пысăк тухăç илес шанăç кỹрет. Кĕрхи культурăсене 240 гектар çинче акса хăварнă.

Производство кăтартăвĕсене ỹстерессишĕн ял çынни уй-хирте, фермăра епле тăрăшса ĕçленĕ пулин те продукцин сутлăх хакĕ паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерменнине пула «Рассвет» хуçалăх та, ытти ял хуçалăх организацийĕсем пекех, йывăрлăхсемпе тĕл пулнине пытараймăн. Ку чухне, каламасăрах паллă, чĕр тавара туса илессин хăй хаклăхĕ пысăк. Отчетлă тапхăрта ỹсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене сутнинчен тата тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕсене пурнăçланăшăн хуçалăх кассине 39 миллион та 667 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ пулин те, çав шутран 35 миллион та 903 пин тенки тăкаксене саплаштарма тухса кайни те çакна уçăмлăнах çирĕплетсе парать. Çапла майпа таса тупăш пайĕ те, 2016 çулхипе танлаштарсан, çурри чакнă — вăл 3 миллион та 764 пин тенкĕпе анчах танлашнă.

Хуçалăха сĕт туса илни çăлăнăç кỹрет. Иртнĕ çул кунта пурĕ 10660 центнер сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен 6198 килограмм сĕт сунă. Чĕр тавара сутнинчен пулнă таса тупăш 8 миллион та 98 пин тенкĕпе (рентабельлĕх шайĕ — 55 процент) танлашнă. Çулталăк тăршшĕпех — куллен укçан-тенкĕллĕ пулма май паракан выльăх-чĕрлĕх отрасльне, уйрăмах сĕт туса илессине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырассине ял хуçалăх предприятийĕнче малашне те малти вырăна хума палăртаççĕ. Апла пулсан, çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлемелле — сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетсе пымалла, пахалăхлă апатпа туллин тивĕçтермелле, продуктивлăха тата ỹстермелле.

Отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессипе пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăракан «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче автомашинăпа тракторсен паркне çĕнетессипе пысăк вăй хунине палăртса каларĕ. Иртнĕ çул та вăл 15 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе пуянланнă.

…Уй-хир хуçисемпе ферма ĕçченĕсем паянхи йывăрлăхсем вăхăтлăха анчах пулнине ăнланаççĕ. Çакна яланах асра тытакан — кирек хăш лару-тăрура çирĕп кăмăлĕпе палăрса тăракан Тăрăм тата Кипеç ялĕн харсăрĕсен халĕ пурин те пĕр тĕллев: черетлĕ çур аки ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттермелле. Ял, республика, çĕршыв пуласлăхĕ хăйсен ĕçĕнчен нумай килнине вĕсем пурте лайăх ăнланаççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Ял хуçалăх производствине аталантарассинче тивĕçлĕ тỹпе хывакан ĕçченсен ушкăнĕ. Вĕсем чыс-хисепе чăннипех тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code