Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Февралĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енре, çав шутран пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп тема — 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă суйлав кампанийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçрĕç.

Ĕçлĕ визитпа Елчĕкре пулнă Чăваш Республикинчи ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Таяпа Энтри ялĕн халăхĕпе курнăçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи активпа курса калаçнă. Вăрçă ветеранĕсен республикăри госпиталĕн тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова Елчĕкри тĕп больница ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ.

Ертỹçĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

(Хамăр. корр.)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code