Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ

Пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ

Амур облаçĕнчи Серышево хулинче пурăнакан Иван Алексеевич Степанов майор тăван яла килмессерен хамăр тăрăхри çутçанталăк илемĕпе киленет. Çав вăхăтрах тарăн шухăша путать.

Умра — çуралнă ен. Хĕвелĕ те ăшăрах кунта, çилĕ те çепĕçрех те ачашрах… Кашни кĕтес чуна ăшăтать. Ачалăх аса килет. Пĕр шухăшсăрах çỹренĕ-çке вăл вăхăтра. Çак тĕлĕнмелле, чĕрене çывăх илеме курма та, туйма та пултарайман ун чухне. Тăван тăрăхра унăн хăйне кун çути парнеленĕ амăшĕ, йăмăкĕсемпе шăллĕсем, тăванĕсем.

Иван Питтĕпел ялĕнчи Алексей Ивановичпа Раиса Михайловна Степановсен çемйинче 1981 çулта çуралнă. Çемьери пĕрремĕш ача пулнă вăл. Ун хыççăн тата виçĕ хĕрпе икĕ ывăл — Таня, Наташа, Николай, Александр, Алина çут тĕнчене килнĕ.

Çемье туслă пурăннă. Кил хуçипе мăшăрĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, пепкисене тулăх пурнăç парнелес тесе ырми-канми ĕçленĕ, ачисене те çамрăкранах ĕç çумне явăçтарнă. Пушă вăхăтра Иван футболла выляма е Аслă Пăла хĕррине пулă тытма çỹренĕ. Килте сĕтел хушшине ларса апатланма та вăхăт пулман чылай чух — çăкăр çине çу сĕрсе çиелтен сахăр сапнă та урама васканă.

Ача шкулта лайăх вĕреннĕ, кашни предметах çăмăллăн парăнтарнă. Спортпа туслă пулнă, уйрăмах çăмăл атлетикăна кăмăлланă. Хĕллехи кунсенче хоккейла выляма юратнă. Çар çынни пулма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ вăл. Шалти туртăм никам хистемесĕрех вăй илсе пынă. Чунри ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе шкул пĕтерсенех Иркутск хулине çул тытнă, кунта 1998-2003 çулсенче Авиаципе инженери çар институтĕнче вĕренсе техника робочĕсен тытăмĕнчи авиаципе хĕç-пăшал инженерĕн профессине алла илнĕ.

Шăпа тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне илсе çитернĕ çар çыннине: Анадырь, Камчатка çур утравĕ, Тикси, Воркута… Хальхи вăхăтра Серышево хулинче пурăнать тата ĕçлет вăл. Татьяна мăшăрĕпе икĕ ача — Егор тата Настя — çитĕнтереççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ. Вырăсла калаçаççĕ пулсан та кĕçĕннисем чăваш чĕлхине ăнланаççĕ. Кашни çул отпуск вăхăтĕнче çемье ашшĕн тăван тăрăхĕнче канать.

Иван Алексеевич çарти паттăрлăхшăн чылай тав сăмахне тата наградăна тивĕçнĕ.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code