Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ячĕ пирĕн асăмра

Ырă ячĕ пирĕн асăмра

Чăваш Енри патшалăхăн, политикăн тата обществăн паллă деятелĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ, экономика наукисен кандидачĕ, 1974-1988 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Илья Павлович Прокопьев пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ.

И.П.Прокопьев 1926 çулхи июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Мачамăш ялĕнче çуралнă. 1950 çулта Хабаровскри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.

1956-1958 çулсенче КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнче ăс пухнă, каярахпа, 1961-1963 çулсенче, КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи Общество наукисен академийĕн аспирантуринче вĕреннĕ, экономика наукисен кандидачĕн ученăй степеньне хỹтĕленĕ.

И.П.Прокопьев 1963 çулхи январьтен пуçласа 1974 çулччен КПСС обкомĕн идеологи секретарĕнче, 1974-1988 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче вăй хунă. Ĕçне пĕлсе йĕркеленĕрен Чăваш Республикинче Пĕтĕм Союз пĕлтерĕшлĕ стройкăсем пуçланнă — Шупашкарти трактор заводне, Шупашкар ГЭСне, «Куç микрохирургийĕ» комплекса, Тĕп стадиона, халăх хуçалăхĕн ытти объектне хута янă. Çак çулсенчех Çĕнĕ Шупашкар ỹссе ларнă, тĕп хуламăрта инфратытăмлă микрорайонсем çĕкленнĕ. Хими комбинатĕнче, Электроаппарат заводĕнче, Пир-авăр комбинатĕнче, Электровиçев приборĕсен заводĕнче çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртнĕ, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсем хута кайнă. Вĕрентĕве, спорта аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Ĕçне кура — хисепĕ. Ума лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн çак тапхăрта Шупашкар хули «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» ордена тивĕçнĕ, Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк индустри, ăслăлăх тата культура центрĕсенчен пĕри пулса тăнă. И.П.Прокопьев çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн тĕрлĕ çулсенче «Хисеп палли», «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» (3 хут), Ленин (2 хут), I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене, «Паттăрлăхшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене, Чăваш Республикин Хисеп грамотине, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ.

Илья Прокопьев тунă ырă ĕçсем малалла аталанччăр, унăн ырă сăнарне асра тытар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code