Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Амăшĕн капиталĕ — тĕллевлĕ çăмăллăх

Амăшĕн капиталĕ — тĕллевлĕ çăмăллăх

Раççей Федерацийĕн 2017 çулхи 432-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсни — çемьесемшĕн ырă пулăм. Çак тапхăрта иккĕмĕш ача çуратнă (усрава илнĕ) хĕрарăм унта хутшăнакан пулса тăрать. Сертификата тивĕçме тата патшалăх пулăшăвĕн укçипе вăл кирек хăш вăхăтра та хуçаланма пултарать.

Асăннă саккун вăя кĕнĕренпе, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен, республикăри икĕ тата ытларах ачаллă 80 пин ытла çемье сертификатлă пулнă, 52 проценчĕ унăн укçипе усă курнă. 54,3 пинĕшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатнă, 2,9 пинĕшĕ аслăрах ачисен вĕренĕвĕшĕн, кĕçĕннисене садике çỹретнĕшĕн тỹленĕ.

Амăшĕн капиталĕн виçи çак тапхăрта 250 пин тенкĕрен 453023 тенке çитнĕ. 2020 çул тĕлне вара ăна 4 процент индексацилес тĕллевлĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен капитал укçипе усă курмалли мелсене те улшăну кĕртнĕ: ачана садике çỹретме тата лицензиллĕ шкул умĕнхи учреждение унчченхи пек вăл 3 çул тултарсан мар, çуралсанах илсе пыма юрать; шкул умĕнхи учрежденин лицензи пурри те çителĕклĕ (ку таранччен вĕренỹ программин аккредитацийĕ кирлĕ пулнă); вĕренỹ организацийĕн лицензине граждансен илсе пымалла мар — пенси службин специалисчĕсем çирĕплетеççĕ.

Çỹлерех асăннă саккунпа килĕшỹллĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен çуралнă (усрава илнĕ) иккĕмĕш ачашăн вăл 1,5 çула çитиччен амăшĕн капиталĕн шучĕпе ĕçлекен халăха 2017 çулхи иккĕмĕш кварталта çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,5 хут е 13995 тенкĕрен сахалрах тупăшлă çынсемлĕ çемьесене уйăхсерен укçа тỹлеççĕ. Унăн сумми пĕлтĕрхи иккĕмĕш кварталта ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе — 8910 тенкĕпе — танлашать.

Ачаллă çемьесем асăннă ирĕкпе усă курма пултарни-пултарманнипе РФ Пенси фончĕн сайтĕнче «Амăшĕн капиталĕн шучĕпе уйăхри тỹлеве мĕнле илмелле» пайра паллаштарнă, унтах электронлă калькулятор вырнаçтарнă.

Уйăхри тỹлев ыйтăвĕпе районти Пенси фончĕн уйрăмне е нумай функциллĕ центра пымалла.

Асăннă пулăшăва илмешкĕн ачипе амăшĕн Раççей гражданлăхĕ пулмалла, вĕсен Чăваш Республикинче пурăнмалла. Патшалăх учрежденийĕнче çитĕнекен ачасемшĕн, амăшĕн ирĕкĕсĕр хăварнă хĕрарăмсене тата тупăша тĕрĕс мар кăтартнă çемьесене тỹлевпе тивĕçтермеççĕ.

Республика программине тăснă

Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене паракан 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталĕн республикăри программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. 2012 çултанпа унăн сертификатне 10 пин ытла çемье илнĕ. 4,5 пинĕшĕ çав ирĕкпе 385 миллион тенкĕлĕх усă курнă, иртнĕ çул кăна 1,5 пинĕшĕ — 106 миллионлăх. 2018 çулта 2 пин çемье патшалăх пулăшăвне 196,8 миллион тенкĕлĕх тивĕçĕ.

ЧР ĔÇЛЕВ МИНИСТЕРСТВИ.

В.КИРИЛЛОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Аслă Елчĕкри Обручковсен çемйи амăшĕн капиталне тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code