Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвестици форумĕ

Инвестици форумĕ

Сочири Тĕп медиацентрта иртнĕ Раççейри инвестици форумĕнче регионсен аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕпе, РФ субъекчĕсен инвестици потенциалĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăннă. Унта Чăваш Ен темиçе килĕшĕве алă пуснă.

Форумра 2017 çулхи социаллă проектсен çĕнтерỹçисене чысланă. Пĕтĕм Раççейри конкурсăн «Волонтерсен ĕç-хĕлне аталантарасси» номинацире финалистсен йышне пирĕн республикăн «Экспресс-асаннесем» проекчĕ те кĕнĕ. Сывлăх сыхлавĕнчи ĕç тухăçлăхĕн рейтингне те пĕлтернĕ — Чăваш Ен иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Форумра сĕт хакĕ пирки те сăмах пуçарнă. Тутарстан представителĕсем юлашки вăхăтра сĕт йỹнелнине пăшăрханса пĕлтернĕ. «Пирĕн çĕршывра сĕт хакĕ 30 процент таран чакнă. Раççее чикĕ леш енчен типĕ сĕт илсе килнипе çыхăннă ку. Çавна пула пĕчĕк хуçалăхсем те, пысăк предприятисем те йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ», — тенĕ Михаил Васильевич.

Мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççейри чылай регион ертỹçипе, ют çĕршыври тĕрлĕ корпораци пуçлăхĕсемпе курса калаçнă, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code