Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи сумлă приз — çурçĕр пăланĕ

Чи сумлă приз — çурçĕр пăланĕ

Лаш Таяпари «Акар» йытăсен питомникне районта, республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. «Кашкăр йăви» хăна çуртĕнче сунарçăсене канма питĕ меллĕ. Кунта «Кашкăр йĕнни» (логово)», «Тилĕ йĕнни», нумай пулмасть çеç уçăлнă «Упа йĕнни» (берлога) ятлă кану вырăнĕсем хăтлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Çывăх вăхăтра тата «Ăмăрт кайăк йĕнни» ятлă çурт хута кайĕ. Ячĕсене кура çуртсен ăш-чикне пĕлсе те кăсăклă капăрлатнă. Юлашки вăхăтра Чăваш Енре туристсене илĕртессипе нумай ĕçлеççĕ. Вăл шутра ялти тата ял хуçалăх туризмне аталантарассине те тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе кашни районта тенĕ пекех ятарлă маршрут хатĕрленĕ. Елчĕк районĕнчи экскурсисен чарăнăвĕсенчен пĕри шăпах «Акар» питомник шутланать. Çавна май тĕп тĕллевсенчен пĕри çак асамлă вырăна музея çавăрасси пулса тăрать. Кунта аваллăх еткерне упраса хăварассишĕн, ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратассишĕн çанă тавăрса тăрăшать те питомник ертỹçи Леонид Князев. Вăлах çут çанталăка пуянлатас, кунта кану паркĕ тăвас ĕмĕтпе çунатланать.

Иртнĕ шăматкун питомник территорийĕнче пысăк спорт уявĕ иртрĕ. Унта халăх йышлă пухăнчĕ. Сунарçăсем Чăваш Енрен кăна мар, кỹршĕллĕ республикăсенчен те килсе çитнĕ. Князевсен призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрпе чупас тата винтовкăран тĕл перес енĕпе тупăшу хĕрỹ пычĕ. Спорт мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ — çут çанталăкпа пĕлсе усă курасси тата сунарти халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварасси. Çанталăк сивĕ тăчĕ пулин те мĕн иртен пуçласа каçчен кунта халăх хĕвĕшрĕ. Тутлă шашлăк шăрши кунĕпе сăмсаран каймарĕ. Питомникри тĕп лапама тĕрлĕрен плакатсемпе, ялавсемпе, шарсемпе илемлетнĕ. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ йĕркеленĕ «Сунарçă çурчĕ» тата «Ырă ят — хăватлă çунат» ентешсемпе паллаштаракан кĕнекесен, йывăçран ăсталанă сувенирсен куравĕсем ĕçлерĕç. Ăмăртăва уçса район пуçлăхĕ И.Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, «МУП «Градостроительство» ООО директорĕ Н.Князев тата ытти сумлă хăнасем сăмах илчĕç. Тупăшăва хутшăнакансем Коми Республикин Правительство Председателĕн çумĕн — ял хуçалăх министрĕн А.Князевăн видеоçырăвне итлерĕç. Ятарлă делегаци ăмăртăвăн тĕп парнине — çурçĕр пăланне илсе килнĕ. Ăна шăпах хамăр ентеш А.Князев тивĕçтернĕ.

Чупăва 18 çул тултарнă сунарçăсем кăна хутшăнчĕç. Тĕп условипе килĕшỹллĕн вĕсен пурин те хăйсемпе пĕрле сунар йытти пулмалла. Ăмăртăва хутшăнакансен çухрăм çурă чупса тухнă хыççăн 30 метртан тĕл пемелле пулчĕ. Пĕрремĕш вырăна «Таяпа» команда тивĕçрĕ. Ентешсем тĕп парнене — çурçĕр пăланне çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна «Малыш» (Комсомольски) йышăнчĕ. Вĕсем хир сыснине тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăна Канашсем тухрĕç. Вĕсен призĕ — така.

Кашни ушкăна хаклă парнесемпе, грамотăсемпе, медальсемпе хавхалантарчĕç. Çавăн пекех ăмăртăва хутшăнакансем хушшинче чи çамрăк, чи ватă тата тĕл перекен сунарçăсене палăртрĕç. Пуçтарăннисем снегоходсемпе ярăнчĕç, тĕрлĕ тупăшусенче вăй виçрĕç. Йытăсем тытăçнине курма та интереслĕ пулчĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче хăнасем вĕри чейпе, шашлăкпа, сунар шỹрпипе сăйланчĕç. Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăн тата Патреккелти халăх хорĕ, Ю.Кашкăр юрăç-композитор спорт уявне юрă-кĕвĕпе илем кỹчĕç. Юлашкинчен хăнасемпе курма килнисем питомникпе тĕплĕнрех паллашрĕç.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code