Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ача сачĕсем хăпартрăмăр, черетре — шкулсем

Ача сачĕсем хăпартрăмăр, черетре — шкулсем

Кирек хăш çыннăн тата обществăн та ачасемшĕн тăрăшасси малта тăрать. Раççей Президенчĕн юлашки демографи пуçарăвĕ вăл — ачасен интересĕсене мала хурса пуçланă ĕçе тăсасси. 2012 çулхи май уйăхĕнчи хушăвĕсенчен пĕринче Президент виçĕ çултан аслăраххисене ача сачĕсемпе тивĕçтерес тĕллев лартнăччĕ.

Çак чăрмав суйлавçăсем тĕрлĕ шайри депутатсене панă наказĕсенче уçăмлăн курăннăччĕ. Ыйтăва Раççей Президенчĕ çулленех ирттерекен тỹрĕ эфирта та çĕкленĕччĕ.

Социаллă объектсене тăвасси йỹнĕ мар. Республика ертỹçисемпе депутатсем бюджетри расхутсен статйине тивĕçлипе пăхса пынă. Çавах Чăваш Ен çакна федераци центрĕ пулăшăвĕсĕр тăвайман.

«Ача сачĕсем — ачасене» федераци программипе килĕшỹллĕн, сахал мар тĕллевлĕ пулăшу килнĕ. Укçа-тенкĕ хатĕр проектсене кура та тивĕçет-çке. Çак ĕçе республика тата муниципалитет шайĕнче те тивĕçлипех пурнăçланă.


Цитата

«Пĕтĕмĕшле илсен, эпир ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерес ыйтăва татса панă. Халĕ ача сачĕсенчи икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çулчченхи ачасен черетне пĕтермелле».

Раççей Президенчĕ В.Путин.


2012 çулта 37647 ача садике кайма черетре тăнă. 6 çулта республикăра тата 8000 вырăнлăх 47 ача сачĕ хута янă. Ытти майсемпе 23000 пепкене ача сачĕсенче вырăн туса панă. Çавна май черетре тăракан юлман. Президент хушăвне Чăваш Республики туллин пурнăçланă. Хăш-пĕр районсенче иккĕрен иртнисем те садике çỹреме пултараççĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан, шкул çулне çитмен ачасене пĕлỹ парасси те чылай ỹснĕ.

Халĕ кĕçĕнреххисене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерес ыйту тăрать. 2018-2020 çулсенче тата шкул çулне çитмен ачасен 10 учрежденине тума палăртнă.

Çак ĕçĕн тăсăмĕ шкулсем тăвасси пулса тăчĕ. Ача сачĕн çулĕ питĕ хăвăрт шкул çулне куçать. Чăваш Республикинче ултă çулта 3675 вырăнлăх 10 шкул хута янă. Çапах та хальлĕхе икĕ сменăпа ĕçлекен учрежденисем те пур-ха. Раççей Президенчĕ икĕ сменăпа вĕренессине 2025 çул тĕлне пĕтерме хушрĕ. Республикăра «Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисенче 2016-2025 çулсенче çĕнĕ вырăнсем уçасси пирки» калакан çумпрограммăна çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн 2025 çулччен 15745 вырăнлăх 32 шкул тумалла тата реконструкцилемелле, çавăн пекех 1000 вырăнлă икĕ здание юсамалла.

Çумпрограммăна пурнăçа кĕртсе Шупашкарти Гладков урамĕнче 1100 вырăнлăх çĕнĕ шкул хута янă. Комсомольски районĕнчи Элпуçри 165 вырăнлă шкулта шкул çулне çитмен 40 ача валли ушкăн уçнă. Шупашкарти 4-мĕш лицейри пỹлĕмсене реконструкцилени те 500 вырăнлă вĕрентỹ корпусĕ тума май панă. Федераци бюджетĕнчен пĕтĕмĕшле тăкаксен 3/4 пайĕ кайнă.

Асăннă çумпрограммăпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр çеç Çĕрпỹри «Кăнтăр» микрорайонĕнче 1000 вырăнлă вăтам шкул тунă, Сĕнтĕрвăрринче 1-мĕш номерлĕ гимназие (225 вырăнлă) реконструкциленĕ.

2018-2020 çулсенче республикăра 400 вырăнлă кадет шкулне, «Волжский-3», «Новый город» тата «Садовый» микрорайонсенче вăтам шкулсем хута яма планланă. Çакă хальхи вĕренỹ заведенийĕсен ĕçне те çăмăллатать. Унсăр пуçне çĕнĕ микрорайонсенче пурăнакансем хăйсен ачисене çуртпа юнашарах пĕлỹ илтерме пултараççĕ. Пуçламăш шкулсем Етĕрнере (300 вырăнлă) тата Патăрьелĕнче (154 вырăнлă) те пулĕç.

Раççей Президенчĕн хушăвĕсем пурнăçланса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code