Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăру пултăр-и парне?

Пăру пултăр-и парне?

«Победа» ООО директорĕ Николай Головин иртнĕ çулхи отчетлă пухура ĕçре хастарлăхĕпе палăракансене пăру парнелеме сăмах пани шỹт пулмарĕ. Ял хуçалăх производствинче тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан, сулмаклă кăтартусене çывхартакан ĕçченсем — харăсах сакăр çын çакăн пек пысăк парне хуçисем пулса тăчĕç.

Николай Герасимов, Владимир Козлов, Николай Логинов механизаторсемпе ферма хĕрĕсем — Анна Константинова, Татьяна Платонова, Маргарита Курицына, Борис Эвриков специалистпа Владимир Сергеев рабочи савăнăçĕсене пытараймарĕç.

— Телей, хамăра пỹрни-çке. Пăрушка-вăкăра чи самăр виçене çитиччен пăхса çитĕнтерме шутлатăп, — тет выльăхсен чĕлхине лайăх ăнланакан, нумай çул фермăра ĕне сăвакан операторта тăрăшакан Анна Константинова. Ыттисем те, килти хушма хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхне çителĕклĕ таранах усраççĕ, анчах тепĕр чун хутшăннипе, пушшех, пурте хĕпĕртенĕ, хавхаланнă. Ял çынни мĕн ĕлĕкрен картиш выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлĕ пулнипе мăнаçланать, мухтанать-çке. Выльăха ăмсанса, ытлашши юратса пăхсан куç ỹкет тени хальхинче ахаль сăмах пултăр, анчах виççĕмĕш уйăхри ỹсĕмре çитĕнекен пăрушкасем пурте пĕр пек — тĕреклĕ: 100 килограмран кая мар таяççех. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине малти вырăна хуракан çак ял хуçалăх предприятийĕнче чи лайăх ăратри, сывă ĕне выльăх çитĕнтересси çине питех те пысăк тимлĕх уйăрнине пурте пĕлетпĕр.

— Унсăрăн тивĕçлĕ шайри продукци туса илеймĕн, — тет Николай Головин директор.

…»Победа» ОООри производство ĕçĕ-хĕлĕ пирки те кăмăлтан каласа кăтартатпăр. Вăтам — 1378 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан ял хуçалăх организацийĕ 2017 çула 19 миллион та 272 пин тенкĕ таса тупăшпа (рентабельлĕх — 43 процент) вĕçленĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан, таса тупăш пайĕ 1 миллион та 398 пин тенкĕпе танлашни вара, районĕпе илсен те, чи пысăк кăтарту шутланать. Аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмлакан ял хуçалăх предприятийĕнче укçа-тенкĕ тупăшĕ кашни çул ỹссе пырать. Вĕсемшĕн хаксен танмарлăхĕ те сăлтав мар, тейĕн. Отчетлă тапхăрти таса тупăш, 2016 çулхипе танлаштарсан, 6 миллион тенкĕ ытларах пулни те çакна уçăмлăн çирĕплетсе парать.

Фермăри сăвăнакан 270 ĕнерен пĕр çулталăкра пĕтĕмпе 20304 центнер, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне — 1473 центнер, пĕр ĕнерен 7809 килограмм сĕт сума пултарни те — рекордлă кăтарту. Производство кăтартăвĕсене, тупăшлăх шайне кура, паллах, кунта ĕçлекен тивĕçлĕ ĕç укçи илет. Кашни çыннăн пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ иртнĕ çул 20626 тенкĕпе танлашнă. Мĕн чухлĕ тупăш туса илнине кура, ĕç укçи кашни çул 15-20 процентран кая мар ỹссе пырать.

Пысăк ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре? Выртакан чул айне шыв юхса кĕмест, тенĕ евĕр, пĕтĕм ĕç 10 çул каялла, хăрамасăр ĕçе пикеннинчен — фермăри ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе янинчен пуçланнă. Ĕнесене сăвакан залра сума тытăнни, вĕсене блоксенче кăкармасăр усрани, тулăх рационпа тăрантарни, сĕт туса иллессинчи çĕнĕ йĕркесене пăхăнса ĕçлени, хальхи йышши оборудованисемпе туллин усă курни ĕç тухăçлăхне ỹстерме тата кирлĕ шайри пахалăхлă продукци туса илме май панă.

Иртнĕ çул — кĕркунне çитиччен те ял хуçалăх предприятийĕн ферминче паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерекен — 100 ĕне вырнаçакан çĕнĕ вите — пăрулаттаракан уйрăм хута кайрĕ. Хальхи йышши çăмăл материалпа — сэндвич панельпе усă курса туса лартнăскер, халĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать. Кăçал вара 50 миллион тенкĕлĕх проекта ĕçе кĕртме çирĕп тĕллев илнĕ. Кĕркунне çитиччен фермăра 400 пуç ĕне выльăх вырнаçакан çĕнĕ йышши тепĕр ферма хута каймалла. Кунта та сăвакан зал пулмалла.

Çĕнĕ технологисене анлăн пурнăçа кĕртнĕренпе сахал яваплă обществăра ĕç условийĕсем нумай лайăхланнă. Çакна кура ял хуçалăх производствинче ĕçлес кăмăллă çынсем, вĕсем хушшинче çамрăксем те чылаййăн, пулнине куратпăр. Ырă пулăм малашлăха шанса ĕçлеме хистени мар-и?

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code