Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хурт-хăмăрçăсемшĕн — яваплă вăхăт

Хурт-хăмăрçăсемшĕн — яваплă вăхăт

Сывлăшра çуркунне шăрши кĕрет, хĕл хăйĕн вăхăчĕ иртменнине палăртасшăн пулса сивĕсем ярать пулсассăн та, çуркунне çывхарни сисĕнмеллипех сисĕнет. Вĕлле хурчĕсем те пĕрремĕш вĕçев тума хатĕрленеççĕ.

Çакă пире, утарçăсене, вĕлле хурчĕсемпе çыхăннă çурхи ĕçсене тума васкаттарать. Ылтăн хуртсене çуркунне маларах вĕçтерни питĕ паха, мĕншĕн тесен хĕл каçипе пуçтарăннă каяша вĕсен хăвăртрах тасатмалла. Çавăн хыççăн çеç вĕлле хурчĕсем çуркунне йĕркеллĕ ĕрчесе кайма пултараççĕ.

Пирĕн тăрăхри утарçăсем ытларах среднерусски, хăшĕ-пĕрисем карпатски тата карника ăратри вĕлле хурчĕсене тытаççĕ. Палăртса каламалла, хĕл каçас, нумай вăхăт хушши вĕçмесĕр тỹсес енĕпе среднерусски ăрата çитекенни çук. Пирĕн тăрăхра ăна урăхла «районированная порода» теççĕ. Вĕсен вăтам тата хыçалти пырши, ыттисемпе танлаштарсан, чи пысăкки шутланать. Çак ăратри вĕлле хурчĕсем 6-7 уйăх таранах вĕçмесĕр пурăнма пултараççĕ.

Вăрманлă вырăнсенче вĕсем кашни 3-4 çултах падьевый (çулçă) пылĕ пуçтараççĕ. Çак пыл вĕлле хурчĕсене чирлеттерет, чĕкрене ярать. Çавна пула карпатски тата карника ăратри хурт-хăмăр çуркуннехи пĕрремĕш вĕçев тăвичченех вĕллери рамăсене вараласа пĕтерет. Ку чухне вĕллери ама хурчĕ вилес хăрушлăх та ỹсет. Çуркунне пуçлансанах ама вилсен вĕллене упраса хăварма май çукпа пĕрех. Çак сăлтава пула утарçăсем нумай шар тỹсеççĕ, тăкак кураççĕ. Вилнĕ вĕллесен шутне каялла тавăрас тесе çу каçипех ĕçлеме тивет. Тупăш илесси те чакать.

Пирĕн тăрăхра çу вăхăчĕ кĕске, çавăнпа та кашни утарçăн хăш ăратри хуртсене ĕрчетесси пирки тĕплĕн шухăшламалла, вĕсене тĕрĕс суйласа илме те пĕлмелле. Кунта, паллах, чи малтан çанталăк условийĕсене шута илмелле. Эпир вăтам тăрăхра пурăннине асра тытмалла.

Юлашки çулсенче среднерусски ăратри пыл хурчĕсене тата амисене нумай ĕрчетме пултартăмăр. Вĕсене 2014 çулта — пĕрремĕш хут, 2017 çулта иккĕмĕш хут Пермь крайĕнчи Красновишерски районĕнчен илсе килтĕмĕр. Çак ăратри пыл хурчĕсем юр айĕнче те лайăх хĕл каçни савăнтарать.

2017 çулхи çу тапхăрĕ вĕлле хурчĕсемшĕн юлашки 30 çул хушшинчи чи йывăр вăхăт шутланчĕ. Май-июль уйăхĕсем сивĕ тăнине пула ỹсен-тăран нектар кăлараймарĕ. Кам çав вăхăтра вĕлле хурчĕсене канди е шерпет парса пулăшман, вĕсем пыл илессинче пысăк тăкак тỹсрĕç. Нумайăшĕ çуллахи вăхăтра хуртсене апат пама хăнăхман, мĕншĕн тесен çакăн пек сивĕ çулла сахал пулать. Пĕлтĕр вара август уйăхĕнче анчах çанталăк ăшăтса ячĕ, вара тин хуртсем пыл пуçтарма тытăнчĕç.

Çурхи кунсем çывхарса пынă май вĕлле хурчĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хальлĕхе среднерусски ăратри пыл хурчĕсем хĕллехи ыйхăран вăранман-ха. Карпатски тата карника вĕлле хурчĕсем пирки çакна калаймăн, амасем çăмарта тума та пикеннĕ ĕнтĕ. Халĕ вĕсене ытларах сывлăш кирлĕ. Çакна асра тытса аялти летоксенчи вилнĕ хуртсене тасатмалла. Омшаниксенчи сывлăш температурине тĕрĕслесе тăмалла. Эпир вара хамăр енчен хурт-хăмăр усракансене яланах пулăшма, канашсем пама хатĕр.

Юлашки вăхăтра районсенчи уй-хирсенче пыл, пыльца паракан культурăсене, уйрăмах хĕвел çаврăнăшпа хуратула нумай лаптăкра акни савăнтарать. Çак культурăсене вĕлле хурчĕсем пĕтĕçлентереççĕ, тухăç та икĕ хут ỹсет. Анчах хĕвел çаврăнăш пылне вĕллере хĕл каçма хăварма юрамасть. Кĕркунне вĕлле хурчĕсене хĕл каçма хатĕрленĕ чухне çак пыла юхтарса илмелле, инвертированный сироп памалла. Ăна панă вĕлле хурчĕсен апат каяшĕ те икĕ хут сахалтарах пулать. Çакна кура вĕсем хĕле те ытлашши йывăрлăхсăр тỹссе ирттерме пултараççĕ. Пыл хурчĕсене çак сиропа панин тепĕр лайăх енĕ те пур. Пĕр килограмм пыл хакĕпе вĕлле хурчĕсене пилĕк килограмм инвертсироп çитерме пулать. Хурт-хăмăр ĕçĕ аван аталаннă çĕршывсенче тахçанах çапла тăваççĕ. Пирĕн те çак ăсталăха алла илмелле.

Эпир хурт-хăмăр ăстисемпе тĕл пулса кашни çул икĕ хут семинар-канашлу ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та мартăн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн акт залĕнче ирхине 10 сехетре «Помоги пчеле» ятпа хурт-хăмăрçăсен пиллĕкмĕш форумне ирттерме палăртатпăр. Унта чи лайăх пыл конкурсне те ирттеретпĕр. Форума Чулхула, Пенза хулисенчен, Мари Эл Республикинчен те делегацисем хутшăнмалла. Пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашса эпир тата ăнăçлăрах аталанма пултарăпăр. Хурт-хăмăрçăсене çак форума йыхравлатпăр, унта хастар хутшăнасса та шанса тăратпăр.

Н.ПИРОЖКОВ,
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code