Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсем

Пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсем

Вулакансене 2018 çулта пенси тытăмĕнче пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсемпе, çав шутра тÿлевсемпе, социаллă пенсин çĕнĕ тÿлевĕсемпе, патшалăх служащийĕсен пенсине палăртмалли условисемпе, социаллă программăсемпе çыхăннă пулăмсемпе паллаштаратпăр.

Хушăмсем. Ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕсене çулталăкăн малтанхи кунĕнчех 3,7 процент индексацилесе фиксациленĕ виçине уйăхра 4982,9 тенке çитернĕ, пенсин пĕр балĕ 81,49 тенкĕпе /2017 çулта – 78,58/ танлашнă. Чăваш Республикинче хушăма ĕçлемен 276 пин ытла пенсионер тивĕçнĕ. Ватлăхри страховани пенсийĕн вăтам виçи 457 тенкĕ хăпарса уйăхра 12,9 пине çитнĕ.

Январĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевне 2,5 процент индексациленĕ.

Патшалăх пенсийĕсене, çав шутра социаллисене, апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче 4,1 процент хăпартаççĕ.

Ĕçлекен пенсионерсене пенсие август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне 2017 çулта тÿленĕ страховани взносĕсене 3 балл таран /е уйăхри 25 пин тенкĕпе танлашакан шалу чухлĕ/ коррекцилеççĕ.

2018 çулта пенси ÿсĕмне çитнĕ граждансем страховани пенсине йĕркелемелли ирĕкпе усă кураяççĕ. Раççейре 2015 çултанпа вăйра тăракан пенси формулипе килĕшÿллĕн ăна тивĕçмешкĕн вĕсен 9 çул стаж тата 13,8 балл кирлĕ. Çакă 2015 çулччен тăсăлакан куçăм тапхăрĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать: стаж çуллен – 1 çул, пенси балĕсен хисепĕ 2,4 ÿссе пыраççĕ, асăннă кăтартусене кирлĕ чухлĕ пухаймасан страховани пенсине каярах параççĕ е социаллă пенсипе тивĕçтереççĕ /хĕрарăмсене – 60, арçынсене – 65 çултан/.

2018 çулта социаллă пенсин çĕнĕ тĕсне йĕркеленĕ, ăна ашшĕ-амăшĕ паллă мар ачасем тивĕçеççĕ. Сăлтавĕ: çуралнă хыççăнах пăрахса хăварнă пепкесем тăлăхсемпе танлаштарсан пурлăх енĕпе пĕрешкел: виçи – 10068,53 тенкĕ. Тÿлеве – 18, вĕренÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа пĕлÿ илекен студентсене 23 çулччен параççĕ, усрава илсен тепĕр уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен пăрахăçлаççĕ.

Индексаци ирĕкĕ. Ĕçлекен пенсионерсем 2016 çултанпа страховани пенсине çулленхи индексацисĕр илеççĕ. 2016-2017 çулсенче пенсие индексациленĕ хыççăнхи тÿлеве ĕçрен тухса кайнă хыççăн виçĕ уйăхран кăна пама тытăннă, кăçал та асăннă процедура çавăн чухлех тăсăлать, анчах çак виçĕ уйăхшăн компенсаци параççĕ.

Федерацин 2017 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчи саккунĕ çавăн пекех иртнĕ çулхи октябрь, ноябрь, декабрь уйăхĕсенче ĕçрен кайнă пенсионерсем тĕлĕшпе те вăйра тăрать: вĕсене индексацие шута илнĕ пенсие тÿлеме асăннă саккун вăя кĕрсен йышăнаççĕ.

Сахал тупăшлисене. Ĕçлемен пенсионерсен тупăшне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене /Чăваш Республикин 2017 çулхи октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнчи саккунĕпе кăçал унăн сумми 7953 тенкĕпе танлашать/ çитерес тĕллевпе палăртнă федерацин социаллă тÿлевĕн виçине 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ÿстернĕ. Ăна регионти пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă /çав шута пенси, тĕрлĕ компенсаци кĕрет/ çынсем тивĕçеççĕ.

Патшалăх служащийĕсен пенси ирĕкĕ. Патшалăх /муниципалитет/ служащийĕсен ватлăхри ĕç пенсине, çав шутра маларах тухмаллине тивĕçмелли ÿсĕм кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен хĕрарăмсемшĕн – 56, арçынсемшĕн 61 çул шутланать. Ăна тапхăрăн, çуллен 6 уйăх пысăклатса, пĕрремĕшĕсенне – 8, иккĕмĕшĕсенне 5 çула çитернипе 2026 çулта арçынсем пенси ирĕкне 65-ре илеççĕ, хĕрарăмсем 2032 çулта — 63-ре.

Пенси ÿсĕмĕ патшалăх /муниципалитет/ службинче тăнă тапхăра кăна пырса тивет. Гражданин страховани пенсине палăртмашкăн çав вырăнта ĕçлеме пăрахнă хыççăн ыйтсан, кăмăлне тивĕçтереççĕ /чăн та, тивĕçлĕ канăва тухмашкăн пурин валли те çирĕплетнĕ ÿсĕме çитсен/. Страховани пенсине илекен çын патшалăх службине вырнаçсан ватлăх укçине малалла та илсе тăрать.

Социаллă программăсем. РФ Пенси фончĕ регионсен социаллă программисене 2000 çултанпа пĕрле укçа-тенкĕ хывать. Асăннă тапхăрта Чăваш Республикине 278 миллион тенкĕ уйăрнă: ветерансен çурчĕсене çĕклеме, инвалидсен интерначĕсене, социаллă ытти учреждение тĕпрен юсама, оборудовани, сĕтел-пукан, аслă ăру çыннисемпе сусăрсем патне тухса çÿрекен службăсем валли автомобильсем туянма. Вĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлемен пенсионерсене Пенси фончĕн тата республика бюджечĕн укçипе 2015 çултанпа компьютер пĕлĕвĕ параççĕ, 700 ытла çынна вĕрентмешкĕн 163 миллион тенкĕ уйăрнă.

Пенси фончĕн кăçалхи бюджетĕнче Чăваш Республикинчи проектсем валли 108,3 миллион тенкĕ хывса хăварнă.

З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code