Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Президент Раççей аталанăвĕн малашлăхне палăртрĕ

Президент Раççей аталанăвĕн малашлăхне палăртрĕ

Раççей Президенчĕ мартăн 1-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă малашлăх тĕллевĕсем пирки тĕплĕн шухăшламалла, тишкерÿ тумалла. Раççей лидерĕн калаçăвĕ, пĕр ÿстермесĕр каласан, тĕлĕнтермĕш евĕр пулчĕ. Пĕр самант шăплăх хуçаланнă хыççăн комментарисем пама пикенчĕç. Çывăх эрнесенче тĕнчери массăллă информаци хатĕрĕсенче вăл тĕп тема пуласси никама та иккĕлентермест.

Ытларах Раççейĕн Хĕç-пăшал вăйĕсем çĕнĕ системăсемпе çĕнелни пирки сÿтсе яваççĕ. Вăй позицине пăхсан Раççейпе калаçма май çукки куç кĕрет. Çĕршывăн çар вăйĕпе мухтанатпăр пулсан та хÿтĕлев потенциалне шалти мирлĕ тĕллевсене, йăла-йĕркепе çыхăннисене татса пама кирлине манмалла мар. Малашлăхлă хĕç-пăшал пурри Раççейре инженерлă тата конструктивлă шухăшсем вăй илнине, аталаннине çирĕплетет. Ку вара çар отраслĕн никĕсĕ çеç мар.

Пирĕн кулленхи пурнăç тĕлĕшпе мĕн илтрĕмĕр-ха эпир? Мĕнле улшăнусене кĕтмелле-ха? Мĕн валли эпир хатĕр, мĕскере аталантармалла пулать?

Президент пурнăçри тĕп сферăсене ытларах укçа-тенкĕ расхутлама хушрĕ. Пенсисене инфляци шайĕнчен ытларах индексацилĕç. Амăшлăхне, çемьене, ачалăха аталанма пулăшас тĕллевпе те маларах пĕлтернĕ пекех пулăшу 40 процент ÿсет. Ултă çулта республикăра 18 ача сачĕ тата 27 шкул уçăлмалла. Кăçалах ача-пăчан 17 поликлиникинчи оборудованисене çĕнетĕç. Маларахри хаклавпа иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуралнă çемьесене çăмăллатнă ипотека кредичĕпе тивĕçтермелли программăпа республикăра 5 çулта 5,5 пин çемье усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатма пултараççĕ.

Цитата

«Эпир шанчăклă çулпа пынă, пыратпăр, малашне те çак çул-йĕртен пăрăнмăпăр. Чĕнсе каланисем, пысăк тĕллевсем пире пурнăçа çĕнĕлле пăхма хистеççĕ. Пирĕн ĕçре хăюллă та хастар пулмалла, хамăр çине яваплăх илмелле, вăйлăрах пулма тăрăшмалла».

Раççей Президенчĕ В.ПУТИН.

Çул-йĕр çине каякан тăкаксене те икĕ хут ÿстерме хушнă. Ку вара хăтлăх ыйтăвĕ çеç мар. Лайăх çул-йĕр экономикăри чылай отрасле аталанма май парать. Тимлĕх федераллă трассăсенчен республика, район шайĕнчисем çине куçать. Регион Пуçлăхĕсене шалти çул-йĕр çине уйрăмах тимлĕх уйăрма хушнă.

Раççей Президенчĕн хушăвне пирĕн республика пурнăçлама хатĕр. Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард ытла тенкĕпе танлашать. Юлашки çулсенче Чăваш Ен территоринче пысăк масштаблă çул-йĕр строительстви аталанмалла. Мĕн пурĕ 207 çухрăм çул тумалла тата 1133 çухрăм юсамалла.

Президент юлашки вăхăтра çул-йĕр ыйтăвĕпе пĕрлех Раççейри тепĕр анлă программăна та тытса пыма сĕнет. Вăл хуласемпе ялсен аталанăвĕпе çыхăннă. Малашлăхри ултă çулта ку тĕллевпе тăкаксен калăпăшне тата тепĕр хут ÿстересшĕн. Архитектура, строительство тата проект тăвас ĕçре çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртмелле, паллах. Хăтлă условисем туса парасси Чăваш Енри пĕр Шупашкар хулине çеç мар, ыттисене те пырса тивет. Комплекслă хăтлăх кĕртесси мĕн пур яла çитмелле. Вăл шута парксемпе скверсем, кил картисем тата кану вырăнĕсем кĕреççĕ. 1036 картиш лаптăкне тата 155 обществăлла вырăна тирпейлемелле.

Раççей Президенчĕ ку чухнехи çакнашкал ырлăхпа хула халăхĕ çеç усă курмалла маррине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, умри тĕллевсене пурнăçлани 250 çынран ытларах пурăнакан ялсенче те интернетпа туллин усă курма май парать. Пĕтĕмĕшле вара çакă Чăваш Енре тата 328 ялти 70 пин ытла çынна Интернетпа усă курма çул уçса парать. Тепĕр тĕслĕх — куçса çÿрекен ултă медицина комплексне туянни. Вĕсенчен пĕри — ятарлă диагностика валли. Республикăри аякра вырнаçнă тата пĕчĕк ялсемшĕн вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама аванах-çке вăл.

Сывлăха сыхлас енчен пĕтĕмĕшле илсен, Раççей Президенчĕ унăн тăкакĕсене çĕршывăн кăтартăвĕпе 4 процентран 5 процента çитересси пирки тĕллев лартать. Чăваш Енре сывлăха сыхлас ĕçре кадрсене тарăн пĕлÿ парассине, медицинăн çĕнĕ оборудованисемпе пысăк технологийĕсене тытăмлăн ĕçе кĕртмелле. Çавна май программăсене пурнăçа кĕртсе çĕнĕ поликлиникăсемпе больницăсем малашне те çĕкленĕç.

Президент чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне — чухăнлăха пĕтерессине — тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе палăртать. Кăçалхи май уйăхĕнче вăтам ĕç укçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштармалла. Хамăр туса кăларакан апат-çимĕçĕн тухăçлăхне 1,5 хут ÿстермелле. Çавăн чухне эпир экономика енчен малта пыракансен йышне кĕрĕпĕр те.

Çаксем Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртса хăварнă тĕллевсен пĕр пайĕ анчах. Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май вăл палăртнă тĕллевсем халăхăн чĕри патне çитессе шанса: «Раççейре пурăнакан çын хăйĕн çемйине, ачисене ырă, пуян тăвас тесен, пурнăçа лайăх енне улăштармаллах, çакăн çинчен кашниех ĕмĕтленет», — терĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code