Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Предприятисен çĕнĕлле аталанăвĕ

Предприятисен çĕнĕлле аталанăвĕ

Чăваш Республикинче çĕнĕлле аталанакан предприятисен шучĕ ÿссех пырать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инфратытăм объекчĕсене çĕнĕлле вăй илтересси çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрма кирли çинчен палăртать. Хальхи вăхăтра республикăри кашни тăваттăмĕш предприятипе организаци çĕнĕлле вăй илсе аталаннине юлашки çулсенчи кăтартусем те уçăмлăнах çирĕплетеççĕ.

Хамăр районти тĕслĕхсем те çакнах ĕнентереççĕ. Малашлăха курса ĕçлекенсем кашни çул инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк: Елчĕкри сыр пĕçерекен заводра, тĕслĕхрен, типĕ сĕт хатĕрлекен цех, «Победа» тата «Эмметево» ОООсенче паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерекен выльăх-чĕрлĕх витисем хута каймалла.

Çĕнĕлле аталанакан организацисене кирлĕ условисем йĕркелесе парассине республика Правительстви те хăйĕн тĕп тĕллевĕ тесе шутлать. Мĕншĕн тесен çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан предприятисенче ĕç условийĕ чи лайăххи, шалу виçи пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

…Чăваш Енре пуçласа инжиниринг центрне хута яни те пирĕн республика çĕнĕлĕхсене алла илессипе ăнăçлă ĕçленине тепĕр хутчен çирĕплетет. 2017 çулта центр 96 предприятие пулăшу панă, 159 консультаци ирттернĕ, организацисене модернизацилеме 12 программа хатĕрлесе панă, вĕсене пурнăçа кĕртме предприятисемпе организацисем 464 миллион тенкĕлĕх инвестици хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code