Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх малашлăхшăн сасăларĕ

Халăх малашлăхшăн сасăларĕ

Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Владимир Путиншăн Раççейри 56 миллион суйлавçă сасăланă — пĕтĕм йышăн 76,67 проценчĕ.

Путиншăн сасăлас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Мордови малта — 83,35 процент. Чăваш Ен улттăмĕш вырăнта — 77,29 процент.

Республика шайĕнчи çак кăтарту Владимир Путиншăн унчченхи суйлавра панă сасăсен шутĕнчен пысăкрах. Халăх сасăлăва хутшăнни — рекорд шайĕнче — 76,23 процент. Чăваш Енре сасăсен шучĕпе иккĕмĕш вырăнта Павел Грудинин, уншăн суйлавçăсен 12,3 проценчĕ сасăланă. Виççĕмĕш вырăнта Владимир Жириновский — 5,29 процент. Ксения Собчак 1,36 процент сасă пухнă. Ытти кандидатсен кăтартăвĕсем пĕр процента та çитеймен: Максим Сурайкинăн — 0,7, Борис Титовăн — 0,57, Григорий Явлинскин — 0,56, Сергей Бабуринăн — 0,53 процент.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code