Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă хыпар

Ырă хыпар

Ĕнер ирхине эпир савăнăçлă, ырă хыпар пĕлтĕмĕр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2018 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче кăларнă 29-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне Николай Петрович МИЛЛИНА Чăваш Республики умĕнчи нумай çулхи пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр кашни çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртекен, выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантаракан, çапла майпа производствăпа экономика кăтартăвĕсене çулсерен ÿстерсех пыракан Елчĕк районĕн курăмлă çитĕнĕвĕсене республика ертÿлĕхĕ, паллах, тивĕçлипе хаклать. Çакăн пирки сăмах хушсан Николай Петрович çапла хуравларĕ: «Республикăн пысăк шайри наградине тивĕçни маншăн, чăннипех, пысăк чыс, хисеп. Апла пулин те эпĕ ăна район, республика аталанăвĕшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшса вăй хунăшăн, халăхпа тачă çыхăнура пулса пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçланă ĕçсемшĕн тивĕçнĕ ят-сум тесе шутлатăп» Çак сăмахсем çумне хушса урăх мĕн калăн;

Районта пурăнакан, тăван районăмăрăн ырлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн чун-чĕререн парăнса ĕçлекен мĕн пур çын ячĕпе Сире чун-чĕререн саламлатпăр, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code