Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуртсене тĕпрен юсас  ыйтусемпе

Çуртсене тĕпрен юсас  ыйтусемпе

Тĕп федераллă инспекторăн Чăваш Республикинчи пулăшуçи С. Ижеев, ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Юркин, «Капиталлă юсав фончĕ» коммерциллĕ мар организацин тĕп директорĕ О.Епифанова нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассин ыйтăвĕсене уçăмлатас тĕллевпе тăтăшах вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Ĕçлĕ ушкăн иртнĕ кунсенче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Миллинпа, райадминистрацин, право сыхлавĕн представителĕсемпе, компанисен управляющийĕсемпе тĕл пулнă май, çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсене хак панă, тĕрлĕрен ыйтусене сÿтсе явнă.

2017 çулта республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн район центрĕнчи Андреев урамĕнчи 6-мĕш çуртра 388,4 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Малашлăхри виçĕ çулта /2018-2020 çулсенче/ Елчĕкре 5 çурта тĕпрен юсама палăртаççĕ, çак тĕллевпе регионти фондран 3 миллион тенкĕ уйăрса памалла.

Канашлура капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама кашни уйăхра пухакан взнос укçине тÿлессине епле йĕркелесе пынине те тишкернĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче районти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен 83 проценчĕ, февраль уйăхĕнче 92 проценчĕ взнос укçине вăхăтра тÿленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code