Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачасемшĕн вăхăт уйăрар

Ачасемшĕн вăхăт уйăрар

Ашшĕ-амăшĕ ачисене ырă-сывă, ăслă-тăнлă, обществăна юрăхлă курасшăн.

Çемье, унти хутшăнусем ачашăн воспитани тĕкĕрĕ пулса тăраççĕ. Ача çитĕннĕ май аслисен тыткаларăшне, хутшăнăвĕсене асăрхаса вĕсем пек пулса ÿсет. Çавăнпа та аслисен ачисемшĕн хăйсен ырă тĕслĕх пулмалла. Сăмах май, енчен те ашшĕ хăй те пирус туртать е ытти киревсĕр енсемпе туслă пулсан, ачисене çапла тума юрамасть тесе вĕрентнин усси пулмĕ.

Юлашки вăхăтра чылай ача компьютер ăшне «путрĕ» тесен те йăнăш мар. «Ача килте, çĕрĕ-çĕрĕпе таçта çапкаланса çÿремест, киревсĕр çул çине тăрас хăрушлăх çук», — тесе лăпланать чылай ашшĕ-амăшĕ. Çав вăхăтрах компьютер та ачасен ăс-тăнне сиен кÿме пултарни пирки шухăшласах каймастпăр. Интернетри хăш-пĕр социаллă сайтсем урлă киревсĕр çынсем ача психикине, ăс-тăнне сиенлетме пултарнине асрах тытса вĕсем вылякан вăйăсене е кĕрекен сайтсене тĕрĕслесех тăмалла.

Ача шухăшĕсене сайтсенчи тĕрлĕ юлташĕпе пайласа тĕрĕс мар информаци илесрен те асăрханмалла. Вĕсене çак информацисем тĕрĕс е тĕрĕс мар та пулма пултарни пирки ăнлантарма ÿркенер мар. Чи кирли — аслисен хушшинче юрату, ăшăлăх, ăнланулăх хуçаланмалла. Кун пек чухне кĕçĕннин пушă вăхăтне тăтăшах урамри юлташĕсемпе е компьютер умĕнче ирттерме сăлтав çук.

Ачасемшĕн пушă вăхăт уйăрассине пурлăхпа тивĕçтерессинчен маларах хумалла, мĕн савăнтарни е пăшăрхантарни пирки кăсăкланнă май чунтан калаçмалла, çитĕнĕвĕсемпе савăнма е куляннă чух вĕсемпе пăшăрханма пĕлмелле, вăхăтра кирлĕ канаш-сĕнÿпе пулăшмалла.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code