Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тимлĕ пулмалла

Тимлĕ пулмалла

Тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра террорла актсем пулсах тăни, экстремистла ушкăнсем пĕр айăпсăр çынсене хур кăтартни пурне те сехĕрлентерет. Ку хăрушă инкексем иртнĕ çулсенче пирĕн çĕршыври халăх пурнăçне те сахал мар татрĕç.

Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине Раççей ШĔМĕн муниципалитетсен хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлетпĕр. Граждансене тимлĕхе ÿстерме хистесе информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлатпăр.

Çын йышлă çÿрекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе хăна çурчĕсене, общежитисене, ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсене, хăрушлăх кăларса тăракан объектсене тĕрĕслесех тăрасси те йăлара. Районта тĕрлĕ пысăк мероприяти йĕркеленĕ вăхăтра пропуск режимне вăйлатассине те тĕпе хуратпăр.

Ку енĕпе çул-йĕр инспекторĕсем те яваплăха туйса ĕçлеççĕ, ют регионтан килнĕ е иккĕлентерекен транспорт хатĕрĕсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
Терроризмран сыхланас енĕпе общественноçăн та пысăк яваплăх туймалла. Çакă чи малтанах шкул, культура çурчĕсен, халăх йышлă пухăнакан предприятисемпе организацисен ертÿçисене пырса тивет. Тимлĕхе упраса тĕрлĕ инкек-синкекре ачасене, халăха çуртран илсе тухмалли йĕркене кашни ĕçченĕн çирĕп пĕлмелле.

Граждансене пĕлсе тăма çакна асăнас килет: вокзалта, пасарта, лавккасенче, вĕренÿпе культура заведенийĕсенче, больницăра хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене _ хуçасăр сумкăсемпе чăматансене, хутаçсемпе ешчĕксене асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр полицин дежурнăй чаçне шăнкăравлама ыйтатпăр. Çуртсен çывăхĕнче палламан çынсене асăрхасан та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтерме васкăр.

Н.БАЙДУГАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code