Понедельник, 27 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уртаракан чир

Уртаракан чир

Çут çанталăкра час-часах тĕл пулакан чирсенчен пĕри вăл.

Чире пуçарса яракан вирус çынна, выльăха уртаракан чирпе чирленĕ тилĕ, кушак е ытти тискер кайăк çыртсан унăн сĕлеки урлă ерет. Вирус организма лекнĕ хыççăн нейронсем тăрăх сарăлма пуçлать. Ученăйсем палăртнă тăрăх, вирус сехетре 3 мм хăвăртлăхпа чупать. Чир паллисем пуçланичченхи тапхăр темиçе талăкран пуçласа темиçе уйăхченех /вăтамран 3-6 эрне/ тăсăлма пултарать. Урнă йытă чылай чухне хаярланса чăрсăрланать, çумра тăракан выльăхсемпе çынсене тапăнма пултарать. Чир аталанса пынă май йытта шалкăм çапать, вăл начарланса пырать, ÿт-пĕвĕ хускалми пулсан 8-11 кунтан вилет. Юлашки вăхăтра урнă йытăсен чирĕ йăваш, лăпкă иртни çинчен пĕлтереççĕ.

Енчен те ку е вăл çынна тилĕ, йытă е кушак çыртсан сурана таса шывпа çумалла та вырăнти медицина учрежденине каймалла, профилактикăлла иммунизаци курсĕ витĕр тухмалла. Вăхăтра кÿнĕ пулăшу чире малалла аталанма памасть.

Хăрушă чир Елчĕк район территорийĕнче ан сарăлтăр тесен патшалăх тытăмĕнчи ветеринари службинче тăрăшакансем çулсерен тĕрлĕ мероприятисемпе ăнлантару ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Районта пурăнакансене хăйсене урăхларах тытакан чĕр чунсемпе асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр, вĕсене курсан вырăнсенчи ветеринари специалисчĕсем патне е «хĕрÿ лини» телефонĕсем /2-55-32, 2-56-42/ çине шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Д.БАЙМУШКИН,
районти ветеринари станцийĕн эпизоотолог тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code