Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

«Прогнозпа килĕшÿллĕн, кăçал юханшывсем пăртан ытти çулхисенчен 3-5 кун каярах тасалма пуçлаççĕ», — çапла шутлать Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С.Антонов. Вăл çакна çуркунне каярах юлнипе çыхăнтарать.

Çапах та пирĕн яланах асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах шкул ачисене çурхи каникул вăхăтĕнче тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерсех тăмалла. Пирĕн, çитĕннисен, шыв-шур вăхăтĕнче вĕсене куçран вĕçертме юрамасть. Пĕве е çырма хĕррине ачасем ан пыччăр. Часах юр хăвăрт ирĕлме тытăнĕ, çырмасем шывпа тулсан пăр çиеле хăпарать — çак вăхăтра пăр çине кĕни питĕ хăрушă!

Кĕтмен инкек-синкек ан пултăр тесен кашнинех тимлĕ пулмалла. Çурхи шыв-шур — ултавлă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code