Чăваш Республикин патшалăх политикинче инвалидсене тата тухса çÿреме кансĕр граждансене пурте усă курма пултаракан хутлăхпа тивĕçтересси приоритетлă тĕллевсенчен пĕри шутланать.
Сиплев учрежденийĕсене вĕсемшĕн меллĕ майлаштарассине ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви тивĕçлипе хаклать. 2014-2016 çулсенче республикăн «Граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтересси» программин «Хăтлă хутлăх» çумпрограммипе килĕшÿллĕн медицинăн 11 приоритетлă объектне çĕнетсе улăштарнă, çак тĕллевпе 29 миллион тенкĕ ытла тăкакланă.
Инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси пирки те калаçу çивĕч пырать. Ĕç вырăнĕсене квотăлассипе саккуна кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсем предприятисенче хевтесĕр çынсем валли уйăракан ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерме май параççĕ. Квотăсен шучĕ пысăкланать: 100 çынран кая мар ĕçлекен предприятисемпе организацисенче инвалидсем валли 2 процент ĕç вырăнĕ уйăрнă пулсан, малашне вăл 3 процент, 35-100 çын ĕçлекеннисенче 2 процент пулмалла. Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, çак предприятисенче инвалидсем валли тата 500 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парассине çирĕплетнĕ.