Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикунхи канашлура иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.
Раççейри ырă ĕç тăвакан ырă çынсен çулталăкне халалласа районти ялсенче йĕркелесе ирттернĕ мероприятисенчен чылайăшне Николай Петрович хăй хутшăннă. Çавна май вăл мĕн курнине, мĕн шухăшланине палăртса çапла каларĕ: «Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсене çынсем чăн-чăн уяври пекех йышлăн, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа пуçтарăннă. Елчĕк ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсене çынсем сахаллăн çÿренин сăлтавĕ мĕнре? Вĕсенче, тен, мероприятисене халăхăн кăмăлне тивĕçтермелле йĕркелеймеççĕ?» Район администрацийĕн пуçлăхĕ çакна хыттăнах асăрхаттарса каларĕ: яланах халăхпа пĕрле пулмалла, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлсе тăмалла. Апла пулсан, ял тăрăхĕсенче малашне кашни виçĕ уйăхра граждансен пухăвĕсене йĕркелесе ирттересси çирĕп йĕркене кĕмелле.
Кун йĕркинчи ытти ыйтусем те çынсене пулăшассипе çыхăннă. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова районта пурăнакан нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ĕçе епле йĕркелесе пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Хальхи вăхăтра районта нумай ачаллă 327 çемье пурăнать. Вĕсенчен 205-шне /63 процент/ Реестрта шута илнĕ, çав шутран 184-шне /90 процент/ çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Ку ĕçе Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсенче уйрăмах лайăх йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинчи Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчен çитернĕ планпа килĕшÿллĕн, кăçал районти нумай ачаллă 50 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелле.
ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев кăçалхи 3 уйăхри тапхăрта преступлени тăвассин çулне пÿлессипе мĕнле ĕçлени çинчен чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕтĕмĕшле илсен преступленисен шучĕ чакнă пулин, çакă лăпланса лармалли сăлтав мар, паллах. Мĕншĕн тесен эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн тата обществăлла вырăнсенче пулса иртекен айăплă ĕçсен тĕслĕхĕсем малтанхинчен каярах пулман. Киревсĕр ĕçсен ытларах пайне Елчĕк /6/, Кĕçĕн Таяпа /5/, Аслă Пăла Тимеш тата Çирĕклĕ Шăхаль /4-шар/ ял тăрăхĕсенче регистрациленĕ.
Шыв-шур ыйтăвĕпе — çуркуннехи ейÿ тапхăрне инкек-синкексĕр ирттерсе ярасси çинчен район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин чарăнса тăчĕ. Гидротехника сооруженийĕсене, шыв юхакан пăрăхсене тĕрĕслесе тăрасси пирки палăртса каларĕ. Район территорийĕнчи хăрушлăх зонине лекекен ялсенче пурăнакансен, паллах, хăйсен те тимлĕхе çухатмалла мар, сыхă пулмалла.
Светлана АРХИПОВА.