Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шуртан, пушартан сыхланар

Шыв-шуртан, пушартан сыхланар

Елчĕк район администрацийĕн ларусен залĕнче районти çурхи шыв сиен кÿрессине асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссисен анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна комиссисен председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Ларăва Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов хутшăнчĕ.

Канашлăва Леонард Левый уçрĕ. Паянхи кун вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче тăракан çивĕч ыйту — шыв-шур вăхăтĕнче инкек-синкеке асăрхаттарасси тата унран сыхланасси, шахтăсемпе шыв юхмалли пăрăхсем патне çул хывасси, вĕсене пăртан тасатасси пулнине палăртрĕ ертÿçĕ. Шăпах çак вăхăтра гидротехника сооруженийĕсенче, шахтăсемпе шыв пăрăхĕсем пăрпа тулса ларас, бетонпа çĕр хушшине шыв сăрхăнас, плотина урлă шыв юхас, пĕвесемпе плотинăсене шыв татса каяс хăрушлăх пысăк.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — 2018 çулхи çурхи тапхăрта район территорийĕнче çурхи шывран сыхланас енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин каласа кăтартрĕ. Çурхи ейÿ тапхăрне хатĕрленес енĕпе кашни ял тăрăхĕнчех тивĕçлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, кăçал ейÿ тапхăрĕ ытти çулхисенчен кăштах каярах юлса килет. Республикăра юр хулăнăшĕ вăтам шайран пысăкрах. Юр саппасĕ нумайран çанталăк тăруках ăшăтса пăрахсан юхан шыв, пĕве-кÿлĕ çывăхĕсенче пурăнакансен çурчĕсем шыв тыткăнне лекес хăрушлăх пур. Тăпрари нÿрĕк пысăкрах пулни те ейĕве вăй пама пултарать. Виталий Максимович палăртнă тăрăх, Елчĕк районĕнчи çурхи шыв сиен кÿрессине асăрхаттаракан комисси çумĕнчи оперативлă ушкăн йышне тата пурнăçламалли ĕç-хĕл планне çирĕплетнĕ. Яваплă çынсем шыв айне пулас хăрушлăх пур лаптăксемпе объектсене тĕрĕслесех тăраççĕ, граждансемпе курнăçса калаçусем йĕркеленĕ май синкер пулас пулсан хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантараççĕ. Юр тăруках ирĕлсен районти Кушкă, Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел, Элекçей Тимеш ялĕсенчи хăш та пĕр çурта шыв илес хăрушлăх пур. Çавăнпа та çак тăрăхсенчи халăхăн питĕ тимлĕ пулмалла, ейÿ тапхăрне маларахах хатĕрленсе шыв илес хăрушлăх пур çуртсенчи сĕтел-пукана, холодильниксемпе ытти техникăна, выльăх-чĕрлĕхе урăх вырăна куçарассипе тимлемелле. Ку енĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Питтĕпел, Энтепе, Арланкасси ялĕсен çывăхĕнче газ пăрăхĕсем çиелтех пулни те тимлĕ пулма хистет, вĕсем тивĕçлĕ шайра пулнине те тĕрĕслесех тăмалла. Выльăх масарĕсене, шыв юхтаракан пăрăхсене, канализацисене, наркăмăшлă химикатсен тата çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕсене пăхса асăрхаса тăни те тĕрлĕ пăтăрмахран сыхланма пулăшĕ. Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Василиса Сапожниковăпа Валерий Петров вырăнта çурхи шыв-шуртан асăрханас енĕпе мĕнлерех ĕç-хĕл пурнăçлани пирки каласа кăтартрĕç.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнас ыйтусене те çĕклерĕç канашлăва хутшăннисем. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкинпа Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕ Василий Григорьев çак темăсем çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Юр кайса пĕтсенех территорисене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе субботниксем йĕркелеме пуçăнăпăр. Çурхи тапхăрта типĕ курăка е çÿп-çапа çунтарнă вăхăтра пушар тухнă тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Çакăн евĕр тĕслĕхсем иртнĕ çул районта та пулнăччĕ, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче тивертсе янă типĕ курăк пушă ларакан ферма территорине тата масара сиен кÿрес хăрушлăх сиксе тухнăччĕ. Тĕп сăлтавĕ — халăх пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнинче. Типĕ курăка е çăтăр-çатăра çунтарас пулсан вĕсене чи малтанах кĕреплепе тураса пĕр купана пуçтармалла. Пĕр метр сарлакăш, 30 сантиметр тарăнăш чавнă шăтăкра е ятарлă контейнерта çунтармалла. Çунтарас вырăн çурт-йĕртен е ытти сооруженинчен — 50 метр, чăрăшпа хыр йывăçĕсенчен — 100 метр, ытти йывăçсенчен 30 метр аякра вырнаçмаллине те асра тытмалла. Çунтарас вырăна 10 метртан 2 кĕреçе сарлакăш чавса ункăламалла. Çав вăхăтрах çумра пушар сÿнтермелли хатĕрсем /огнетушитель е шыв тултарнă пичке/, телефон пулмалла.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина ейÿ тапхăрĕнче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытас, чир-чĕрпе кĕрешес, шывпа тивĕçтерекен объектсене упрас енĕпе пурнăçламалли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов инкекре çынсене эвакуацилес енĕпе пурнăçланакан ĕç-хĕл пирки, мĕнлерех техникăсемпе усă курни пирки каласа кăтартрĕ, сăмахĕсене республикăра пулса иртнĕ витĕмлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ. Çÿхе пăртан асăрханас ыйтăва та хускатрĕ вăл. Халăх, уйрăмах ачасем, хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пурнăçламалла. Пулăçсен те асăрханулăх пирки асрах тытмалла. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни çынсем суранланнин е вилнин сăлтавĕ пулма пултарать. Тĕрлĕ инкекре çухалса каймалла мар, «01» е «112» номерсемпе шăнкăравламалла.

Канашлăва Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ:

— Инкексен пысăк пайĕ ытларах чухне хамăрăн тимсĕрлĕхе пула, вак-тĕвек ĕçсене вăхăтра пурнăçламаннипе те пулать. Çурхи ейÿ тапхăрĕнче уйрăмах тимлĕ пулар. Инкеке сирсе ярас тĕллевпе кашни çыннăн яваплăха туймалла, кирлĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла. Çак тапхăрта çĕрлехи хурал ĕçне йĕркелессине те асра тытар.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code