Понедельник, 28 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 10 çулхи тапхăрти 2 çырав хушшинче, уйрăммăн илсен, ял хуçалăх производствин структуринче хуçалăхсен тĕсĕсен тĕлĕшĕпе палăрăмлă улшăнусем пулса иртнĕ.

Елчĕк районĕпе илсен, 2006 çулхи çыравра ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕле йĕркелесе пыракан 48 предприятие шута илнĕ, 2016 çулта вĕсен хисепĕ 18 анчах пулнă. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене йĕркелесе пыракансен хисепĕ 2,4 хут ÿснĕ. 10 çул каялла — 30, халĕ вĕсем 73 шутланаççĕ.

10 çулхи тапхăрта районти пĕтĕм категорири хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 4,3 пин гектар /11,3 процент/ ÿснĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх организацийĕсенче акăнакан ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ 12 процент, уйрăм хушма хуçалăхсенче 46,1 процент чакнă, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 8 хут ытла ÿснĕ. Апла пулин те 2016 çулта акăнакан çĕр лаптăкĕсен 67 проценчĕ ял хуçалăх организацийĕсен пулнине палăртнă. Пĕр хуçалăхра вăтамран акăнакан çĕр лаптăкĕ 2,3 хут /706 гектартан пуçласа 1599 гектар таран/, пĕр хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 3,8 хут /46 гектартан пуçласа 173 гектар таран/ ÿснĕ.

Елчĕк районĕнче 10 çулхи тапхăрти 2 çырав хушшинче пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 34 процент ÿснĕ. Енчен те 2006 çулта акăнакан лаптăксенчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 93 проценчĕ ял хуçалăх организацийĕсене тивĕçнĕ пулсан, 2016 çулта — 66 процент анчах. Çак тапхăрта фермерсем усă куракан çĕр лаптăкĕ 6 хутчен ÿснĕ.

Çĕр улми туса илекен лаптăк 418 гектар е 21,9 процент чакнă. Уйрăммăн илсен, хушма хуçалăхсенче ăна туса илесси 44 процент чакнă пулсан, фермерсем «иккĕмĕш çăкăра» 4,3 хут ытларах туса илме тытăннă.

Пахча çимĕç культурисен акăнакан пĕтĕмĕшле лаптăкĕ /ял хуçалăх организацийĕсене шута илсе/ 22 процент чакнă. Апла пулин те фермерсем пахча çимĕç туса илессин лаптăкĕсене ÿстернĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсенче те вĕсен лаптăкĕ малтанхи пекех — 59 процент шутланать.

Выльăх апачлĕх культурăсене çитĕнтерессипе Елчĕк районĕ республикăри муниципаллă районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкĕ 19 пин гектарпа танлашать, 10 çулта ăна 241 гектар ÿстернĕ.

10 çул хушшинчи тапхăрта мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ улшăнманпа пĕрех. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче вĕсем 351 пуç /2,6 процент/ ÿснĕ. Сăвăнакан ĕнесен хисепĕ 12 процента яхăн чакнă. 2006 çулхи çырав вăхăтĕнче сăвăнакан ĕнесен 59 проценчĕ уйрăм хушма хуçалăхсенче шутланнă пулсан, 2016 çулта — 52 процент ял хуçалăх организацийĕсенче. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче сыснасен хисепĕ 37,3 процент чакнă. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче вĕсене вуçех усрамаççĕ, 60,7 процент — ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен тÿпи. 2006 çулта сыснасем — 84,1 процент, ял хуçалăх организацийĕсенче пулнă. 2 çырав хушшинче районта чăх-чĕп, хур-кăвакал шучĕ 8,3 пин пуç таран, уйрăм хушма хуçалăхсенче 7,7 процент ÿснĕ.

Л.ЕГОРОВА,
Чăвашстатăн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code