Четверг, 18 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление Главы Чувашской Республики с праздником Воскресения Христова – Светлой Пасхой

Поздравление Главы Чувашской Республики с праздником Воскресения Христова – Светлой Пасхой

Чăваш Енĕн хисеплĕ çыннисем!

Православи тĕнне ĕненекен мĕнпур çынна Мăнкун ячĕпе ăш¬шăн та¬та чун-чĕререн саламлатăп!

Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕ – христиан тĕнчи паллă тăвакан чи сумлă уявсенчен пĕри. Вăл пурнăç çĕнелсе вăй илнине сăнарлать, пирĕн çемьесене ĕненÿ çуттине парнелет, чĕресене вĕçсĕр-хĕрсĕр юратупа тата шанăçпа тултарать, ырă ĕçсем тума тата пархатарлă тĕллевсемпе çунатланма хавхалантарать.

Мăнкун уявĕ Турра ĕненекенсемшĕн кăна мар, çавăн пекех пирĕн халăхăн нумай ĕмĕре тăсăлакан ăс-хакăл культурине, унăн пуян йăли-йĕркипе кăмăл-сипет никĕсĕсене пысăка хурса хаклакан кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ. Мăнкун çынсене пĕр чăмăра пĕрлешме, вĕсен чунлăхне аталантарма, ырăлăхпа çынлăх идеалĕсем патнелле туртăнма пулăшать.

Христиан тĕнĕн ырă йăлине пăхăнса эпир çак кун мĕнпур ĕçпе кулленхи хĕвĕшÿ çинчен манма, хамăрăн туйăмсемпе шухăш-ĕмĕте тасатма тăрăшатпăр тата çывăх çынсемпе, тăвансемпе пĕрле пурнăç çĕнтерĕвĕшĕн савăнатпăр.

Сире пĕтĕм чĕререн тăнăçлăхпа çураçулăх, чун хавалĕпе çирĕп сывлăх, ырлăхпа çитĕнÿсем тата Турă пулăшăвне туйма сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code