Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Елчĕксен сывлăхĕшĕн тăрăшать

Елчĕксен сывлăхĕшĕн тăрăшать

Районти тĕп больницăри тухтăрсем йышĕнче тĕрлĕ наци çынни пур.

«Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн туслă коллектива Убайдулла Бекмуратов врач хутшăннă. Вăл Елчĕкри участокăн терапевт тухтăрĕ. Убайдулла Алтмишевич Узбекистанри чи паллă аслă шкула — Андижан патшалăх медицина институтне пĕтернĕ. Пурнăç шăпи çамрăк узбека амăшĕ çуралнă тăрăха илсе çитернĕ. Хăйĕн профессине юратакан тухтăр куллен вун-вун çынна йышăнать, чирлисемпе яланах ăшшăн калаçать, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш парать.

Сăн ÿкерчĕкре: У.Бекмуратов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code