Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Истори палăкĕсем — ĕмĕрлĕхе

Истори палăкĕсем — ĕмĕрлĕхе

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ çулсеренех паха экспонатсемпе пуянланать.

Пирĕн тăрăхран тухнă çынсем Раççейри тĕрлĕ отрасльте чапа тухнă. Чылай ентеше Чăваш Енрен тухса кайса урăх регионта е çĕршывра тĕпленсе пурăннă май пĕлсех каймастпăр. Акă, Петр Викторович Черняковах илер. Вăл Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ строителĕ, Кăнтăр федераци округĕн хисеплĕ строителĕ, Архитектура Эткерлĕхĕн академийĕн член-корреспонденчĕ, «Реставраци» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ.

Петр Викторович Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче 1949 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Железноводск хулине тухса кайнă. Унта вăл стройкăра вăй хунă. Малтанах — ахаль рабочи, унтан электросварщик. Ĕçленĕ хушăрах Ставрополь хулинчи строительсен техникумĕнче каçхи уйрăмра пĕлĕвне ÿстернĕ. Техник-строитель профессине алла илсен мастерта, участок ертÿçинче тăрăшнă. Ятарлă вăтам пĕлÿ кăна çителĕксĕррине курса Ростов хулинчи строительсен академийĕнче «инженер-строитель» тата Мускав хулинчи Реставраци академийĕнче пĕлĕвне анлăлатса «реставратор-инженер» дипломĕсене алла илнĕ. Хастар чăваш çамрăкĕ малалла талпăннине тата нумай çулхи ĕç опытне кура ăна 1988 çулта Ставрополь тăрăхĕнчи чи паллă строительствăпа реставраци организацине ертсе пыма шанаççĕ. Паха опытлă специалист ертсе пынипе предприяти йывăр тапхăра парăнтарса малалла аталанма вăй-хал тупнă. «Юлашки çулсенче пирĕн сферăра тĕрлĕ улшăнусем пулса иртрĕç, çавна май хамăр çĕршыври кашни архитектурăпа культура палăкĕсене шута илмелле, вĕсене сыхлакан килĕшÿ йĕркелесе реставраци тумалли плана сахалтан та виçĕ çуллăха çирĕплетмелле. Тата çакна палăртса хăварас килет: юлашки çулсенче Раççей Правительстви палăксене пăхса тăрассине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса ĕçлеме нумай çăмăллăхсем кĕртрĕ. Çавна май чылай палăка сыхласа хăварма май килчĕ. Паян предприятире 89 маçтăр вăй хурать. Вĕсем пурте ятарлă пĕлÿллĕ специалистсем. Пирĕн, совет саманинче ÿснĕ çынсемшĕн, нумай япалана ăнланса, ĕлĕкхипе ун чухнехи саманана танлаштарса, малашлăх çинчен шутласа аталанмалла пулнă. Манăн çĕнĕлекен Раççее курса, сывă ăрушăн, туристсемшĕн савăнса хамăр çĕршывпа мухтанас килет», — тет Петр Викторович.

«Реставраци» ООО ĕçченĕсем Железноводскри Пушкин галерейине, М.Ю.Лермонтов музей-заповеднике, «Эолова Арфа» беседкăна, «Бристоль» хăна çуртне, Пятигорскри краеведени музейне, Кисловодскри «Шаляпин дачи», «Кисловодск крепоçĕ» музейсене, Ессентукири механотерапи институчĕн çуртне, Семашко ячĕллĕ пылчăкпа сипленекен лечебницăна, тĕрлĕ хуласенчи вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене… сыхласа хăварнă.

Петр Викторович çинчен пухнă материалсене пире шăллĕ, Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Вячеслав Черняков парнелерĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн патăмăрта Чăваш наци музейĕн куçса çÿрекен куравĕ ĕçлет. Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем музея тăтăшах килсе çÿреççĕ, аваллăхпа, районăн паллă çыннисемпе паллашаççĕ.

С.СТЕПАНОВА,
лектор-экскурсовод.

Сăн ÿкерчĕкре: Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи вĕренекенсем экскурсире.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code