Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастарсен ĕçĕ ăнса пырать

Хастарсен ĕçĕ ăнса пырать

Кайăк-кĕшĕке тĕрлĕ чир-чĕр ересрен асăрханса хупă йĕркепе ĕçлекен Елчĕкри чăх-чĕп фабрикин территорине ют çын ура ярса пусаймĕ.

Çуркунне — шăпах хур-кăвакал, чăх чĕпписем сутмалли вăхăт çывхарса пынă май кунта вăй парса ĕçлекенсен яваплăхĕ тата ÿсет. Кайăк-кĕшĕк ферми те пĕчĕкех мар. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерес, уйрăмах хур чĕпписене туянас текен çынсем йышлансах пынине шута илсе кăçал «Линда» ăратри хур амисен кĕтĕвне иртнĕ çулхинчен 1500 пуçа яхăн ÿстернĕ. Çапла майпа хальхи вăхăтра фермăра 4500 пуç хур амипе 1700 аçа шутланать. Унсăр пуçне, 1200 пуç кăвакал амипе 300 аçа.

…Хур-кăвакал, бройлер çăмартисене инкубатора хунă ĕнтĕ. Хур чĕпписен пĕрремĕш ушкăнĕ ĕнер тухнă. Вĕсене туянас текенсем питех те йышлăн пулни çинчен калаçрĕç ял çинче. Малалла вĕсем апрелĕн 9, 11, 13, 16, 18, 20, 23, 25, 27, 30 тата майăн 2-мĕшĕнче тухмалла. Пĕр талăкри хур чĕппин хакне иртнĕ çулхи пекех — 160 тенкĕ тесе палăртнă. Бройлер чĕпписем апрелĕн 14 тата 24-мĕшĕсенче, кăвакал чĕпписем апрелĕн 12, 19 тата 26-мĕшĕсенче тухмалла. Бройлер чĕппи — 40, кăвакал чĕппин хакĕ — 50 тенкĕ.

Любовь Шадрикова управляющи кайăк-кĕшĕк ăрачĕ пирки каласа кăтартни те кăсăклă пулчĕ. «Линда» шурă хур пысăк ÿссе çитĕнет, пусса тирпейленĕ хыççăн пĕр тушка 4-5 килограмран кая мар таять. Кăвакалсем 2 тĕрлĕ ăратран. Пĕри — «Агидель», вăл шурă тĕслĕ, «Благоварская» — ула кăвакал. Бройлер чĕпписем — «Конкурент» ăратри.

Хур, кăвакал аçисене кашни 5 çулта улăштараççĕ, вĕсене ют фабрикăсенчен кÿрсе килеççĕ. Унсăрăн чĕпĕсем вĕтелсе юлма пултараççĕ. Чăх-чĕп ферминчи пĕтĕм кайăк-кĕшĕке вăхăтра вакцинаци тăвасси, профилактика мероприятийĕсене пурнăçласси çине те уйрăм тимлĕх уйăраççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: хур амисене пăхнă çĕрте тăрăшакан Надежда Соколова хăйне шанса панă ĕçе юратса пурнăçлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code