Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калаçу тепĕр хут сĕт пирки

Калаçу тепĕр хут сĕт пирки

РФ Ял хуçалăх министерствинче пирĕн çĕршыври апат-çимĕç тата продукци тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенче чĕрĕ сĕте ютран кÿрсе килессине чарса лартассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. Унта сĕт рынокĕнчи хаксен паритечĕ, çак продукта туса илекенсене тÿрĕ мар кăмăллă конкурентсенчен хÿтĕлесси çинчен калаçнă.

«Нумай вăхăтлăхлă малашлăхра бизнесри ăнăçу сĕт рынокĕнче йĕркеленнĕ паянхи чăн условисемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Сĕт туса илессине ÿстерсех пыракан ялти тавар туса илекенсене хăш-пĕр регионсенче продукцин сутлăх хакĕ чаксах пынă тапхăрта та пулăшу парас тĕллевпе патшалăх хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕ», — тесе палăртнă РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуев.

Канашлура типĕ сĕт пирки уйрăмах нумай калаçнă. Ăна туса кăларакансем 2017 çулта унăн саппасĕсене икĕ хут ÿстернĕ. Унсăр пуçне, Раççей территорине урăх çĕртен 172,1 пин тонна типĕ сĕт кÿрсе килнĕ. /2016 çулта — 184,6 пин тонна/. Ытларах пайне Беларуç Республикинчен кÿнĕ, ку кăтарту урăх çĕршывсенчен туяннă типĕ сĕтĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче 70 процентпа е 120,5 пин тоннăпа танлашать. Беларуç çĕршывĕнчен кÿрсе килекен сĕт калăпăшĕ 2016 çулхинчен 19,9 пин тонна чакнă. Хамăр çĕршыври тавар туса кăларакансем вара хăйсен продуктне вырнаçтарас енĕпе йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Мĕншĕн тесен çĕршыври хак Раççейри типĕ сĕтрен чылай йÿнĕрех. Министрăн пĕрремĕш çумĕ палăртнă тăрăх, çывăх 5 çул хушшинче Беларуç Республикинчен кÿрсе килекен типĕ сĕте çирĕплетнĕ виçепе кăна йышăнмалла, ăна Раççейри тирпейлекен предприятисене, малтан тăратнă сĕнÿ-заявкăсемпе килĕшÿллĕн, валеçсе памалла. Унпа пĕрлех, Раççей Ял хуçалăх министерстви тирпейлекен предприятисене çăмăллăхлă кредитсем памалли майсене анлăлатма палăртать, çапла туни типĕ сĕт кăларакансене производствăна çĕнетсе лайăхлатма, потребительсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме çĕнĕ çулсем уçса памалла.

Вăл çакна та палăртнă: аграрисемпе нумай вăхăтлăха тытакан çыхăнусене аталантаракансем патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курмалла, сĕте тирпейлесе хатĕрлеме хутшăнакан кашни çын Раççей Ял хуçалăх министерствин тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Пĕтĕмлетсе каласан, отрасльти министерство тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене, патшалăх лайăх пахалăхлă сĕтпе тивĕçтерсе тăракансене пулăшсах пырĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code