Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

Иртнĕ вырсарникун православи тĕнне ĕненекенсем чи Аслă праçниксенчен пĕрне — Христос чĕрĕлсе тăнă куна — Мăнкуна — кĕтсе илчĕç.

Уяв каçхине районти чиркÿсенче службăсем иртнĕ. Иисус Христос сăнне ÿкернĕ пир татăкне илсе тухнă, кашни чиркÿрех хĕреслĕ çул çÿрев йĕркеленĕ, священниксем Турра ĕненекенсене Мăнкун ячĕпе саламланă. Çакна палăртма кăмăллă: Аслă Елчĕксем чи Аслă уява çĕнĕ чиркÿре паллă тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code